Муркаш тӑрӑхӗнчи "Ударник" хуҫалӑхӑн пуҫлӑхӗнче 30 ҫул ытла ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ Платон Давыдова пурте ырӑпа асилеҫҫӗ, халӗ те тав тӑваҫҫӗ. Пиртен 13 ҫул каялла вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ ертӳҫӗ реанимацире те юлашки сывлӑшӗ тухиччен алри телефонӗпе хуҫалӑх ыйтӑвӗсене татса панӑ, теҫҫӗ. Унпа пӗрле маларах райисполкамра ӗҫленӗ Алексей Скворцовӑн асилӗвӗсем уйрӑмах хаклӑ.
Ҫӗрулми вӑрлӑхне туса илес енӗпе Раҫҫейӗпе палӑрнӑ, ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗх фермисем ҫӗкленӗ, ялсем хушшинче вуншар ҫухрӑм асфальт ҫул сарнӑ, ял ҫыннисен пурӑнмалли тата канмалли майӗсене ҫӗнетнӗ, республикӑра чи малтанхисемпе пӗрле газ кӗртнӗ - Платон Давыдов Муркаш районӗн Хисеплӗ ҫыннин тӳпи пур енӗпе те калама ҫук пысӑк.
Пархатарлӑ пулма вӗрентсе ӳстернӗ ачисем тата район администрацийĕ тăрăшнипе Платон Давыдов ячĕпе Муркашра çулсерен волейбол турнирĕ йĕркелесси йăлана кĕнĕ ӗнтӗ. Кăçал вăл вун иккӗмĕш хут иртрĕ. Спорт уявне Муркашри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи ташӑ ушкӑнӗ уҫрӗ. Ҫамрӑксене Платон Давыдовӑн ывӑлӗ, округри депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Давыдов, Муркашри хӑй ертсе пыракан волейбол федерацийӗ ятӗнчен спорт кутамкки парнелерӗ. Вӑл кӑҫал та турнира Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вӑйлӑ командӑсем килме кӑмӑл туни ӑмӑрту шайне пушшех ҫӗклет, тет.
Кăçалхи ăмăрту ытти çулхисем пекех хĕрÿ иртрĕ. Муркаша тӗрлӗ тӑрӑхран 12 команда килсе çитрĕ. Çакӑ округ шайĕнчи турнира "регионсем хушшинчи" теме май парать. Чăваш Ен спортсменӗсемсĕр пуçне тупăшăва Чулхуларан, Йошкар-Оларан, Хусантан, Самартан, Киров тӑрӑхӗнчен килнӗ хăнасем хутшăнчĕç. Волейболистсем пӗр харăсах темиçе спорт залĕнче вăй виçрĕç: „Сывлăх“ физкультурăпа спорт комплексӗнче тата Муркашпа Оринин шкулĕсенче.
Турнирӑн тӗп парнине кăçал самарсем тивĕçрĕç. Кӗмӗле муркашсем, пӑхӑра шупашкарсем ҫӗнсе илчӗҫ. Кун пек тупӑшура чи пӗлтерӗшли ҫӗнтерӳ те мар-тӑр - пӗр-пӗрин хулпуҫҫине туйни, туслӑха ҫирӗплетни, тата, паллах, Платон Давыдов пек ӗҫ паттӑрӗсен кун-ҫулне тӗслӗх вырӑнне хуни паха.
Марина Карягина, Иван Макеев