Пурӗ ӑмӑртӑва 4 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Спортсменсенчен чи асли 79-та. Ҫулӗсене кура мар кашни ҫаврӑнӑҫуллӑ, хастар, ҫӗнтерес тӗллевлӗ. Ветерансене пуҫтарса волейбол енӗпе тупӑшу ирттересси Муркаш тӑрӑхӗнче йӑлана кӗнӗ пулӑм. Ҫавӑнпа та пӗлсе тӑрсах аслӑ ӑрурисем ӑмӑртӑва чылай маларах хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ.
Турнирта ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем те пулчӗҫ. Тӑван тӑрӑхӗн паттӑрӗсемпе, ҫӗршывӑн маттур хӳтӗлевҫисемпе муркашсем тивӗҫлипе мӑнаҫланаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра фронтра тӑшмана хирӗҫ тӑракан арҫынсене пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.
Волейбол - Муркаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем уйрӑмах кӑмӑллакан спорт тӗсӗ. Спортсменсем пӗринчен-тепри ӑста выляҫҫӗ. Ҫавӑнпа та командӑсем тупӑшӑва тухсан хӗрӳ вӑйӑ чылая тӑсӑлать. Хальхинче 4 ушкӑн хушшинче Муркаш территори уйрӑмӗн команди ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫрӗ.
Алиса Александрова, Иван Макеев