Чикӗсене пӑхмасӑр спорт урлӑ тӗрлӗ халӑха пӗрлештерни

7 кун хӗрӳ тупӑшу тата ҫапӑҫу искусствин 17 тӗсӗ. Республикӑра наци кӗрешӗвӗсен пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш вӑййисем вӗҫленчӗҫ. Унта 39 ҫӗршывран тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен 6 пин ытла ҫын хутшӑнчӗ. 

Сумлӑ ӑмӑртусене ҫак кунсенче пурӗ виҫӗ пин ытла ҫын ҫитсе курнӑ. Унсӑр пуҫне чылай куракан тупӑшусене онлайн мелӗпе сӑнанӑ. Залра ларакансене уйрӑмах, пирӗн спортсменсем ҫӗнтерни хавхалантарчӗ. Наци кӗрешӗвӗсен пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш вӑййисем вӗҫленнӗ кун Ҫӗнӗ Шупашкарта гала - ҫапӑҫусем иртрӗҫ. Кавир, татами ҫинче тата рингра киокушин, айкидо, каратэ, пиҫҫихипе кӗрешесси, кигбоксинг, корэш, кендо, муайтай, ММА тата наци кӗрешӗвӗ енӗпе финалти тупӑшусем пулчӗҫ. Пӗр лаптӑкра чи пултаруллӑ ӑстасем пуҫтарӑнчӗҫ. 

4 чӑваш спортсменӗ республикӑн тата ҫӗршыв чысне хӳтӗлесе Раҫҫей пухмачне 4 ылтӑн медальпе пуянлатрӗ. Кигбоксингра, сӑмахран, Даниил Степанова ҫитекен пулмарӗ. Ӑна турнир тӑршшӗпе ашшӗ хавхалантарнӑ. 

Муайтай енӗпе нумай хутччен республика чемпионӗ пулнӑ Антон Гаврилов палӑрчӗ. Кирилл Иванов тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура пӗрремӗш хут хутшӑннине пӑхмасӑр ММА енӗпе мала тухрӗ. Чӑваш наци кӗрешӗвӗнче вара ҫӗнтерӳҫӗ ята иртнӗ вӑйӑсен чемпионӗ Евгений Абрамов тивӗҫрӗ. Вӑл Чӑваш Ен чӑнах та кӗрешӳ центрӗ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ. 

Пӗтӗмӗшле кӑтарту тӑрӑх Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Узбекистан спортсменӗсем. Виҫҫӗмӗшсем - кӑркӑссем. Чи пахи вара - Чӑваш Ен спорт урлӑ чылай чӑрмава тата чикӗсене пӑхмасӑр тӗрлӗ халӑха пӗрлештерме пултарни. 

Леонид Петров, Милена Алексеева, Бахтияр Велиев