Йӗлтӗр йӗрӗ ҫине яланхи пекех мӗн пур хулапа округра тӑнӑ. Ӑмӑртусем кашни муниципалитетрах иртнӗ. Республикӑри тапхӑра та йӗлтӗрҫӗсем ирех пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене ӑмӑрту вырӑнне ҫитме меллӗ пултӑр тесе ятарласа автобус рейсӗсем йӗркеленӗ. Вӗсем спортсменсене Пӑр керменӗ патӗнчен хӗллехи спорт тӗсӗсен центрне ҫитерчӗҫ.
Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче спорт пӗрлештерекен вӑй пулнине тепӗр хут ҫирӗплетет кӑна. Шупашкарти уяв чикӗ леш енчи хӑнасене те пӗр тӗвве пуҫтарчӗ. Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренекен ют ҫӗршыв студенчӗсем пӗрремӗш хут ку чупӑва хутшӑнчӗҫ. Вӗсенчен чылайӑшӗ юр пуҫласа курать. Йӗлтӗр ҫинче те - пӗрремӗш хут.
Чупу программинче темиҫе дистанци пулчӗ. Спортсменсенчен яшкӗрӗм 5, арҫынсемпе хӗрарӑмсем 10 ҫухрӑм парӑнтарчӗҫ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем валли вара 2 ҫухрӑмлӑ инҫӗшне хатӗрленӗ. Вип чупӑва тухакансем 2026 метр хыҫа хӑварчӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем вара 600 метр чупса тухрӗҫ.
Уявра ятарлӑ кухня ӗҫлерӗ. Кашни кӑмӑл тӑвакан пӑтӑпа тата вӗри чейпе сӑйланма пултарчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе тата асӑнмалӑх парнесем хавхалантарчӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, республикипе "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрне" 70 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Леонид Петров, Дмитрий Ковалев, Борис Андреев