Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли "Солнышко" центра республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 300 ытла шкул ачи пухӑннӑ. Вӗсен ӳсӗмӗ - 11 ҫултан пуҫласа 17 ҫул таран. "Эсир - пирӗн малашлӑх. Кунта пӗр шухӑшлӑ юлташсем тупма пултаратӑр", терӗ Раҫҫей ҫамрӑкӗсен агентствин Роспатриот центрӗн ертӳҫи Елена Беликова пухӑннисене саламланӑ май. "Воин" центрӑн пуҫлӑхӗ Дмитрий Шевченко та ҫамрӑксене ӑнӑҫу сунчӗ.
21 кунра яшсемпе хӗрсем тӗрлӗ пӗлӳ илнипе пӗрлех ҫарпа спорт ӗҫне хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫакӑ Тӑван ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисемшӗн пӗлтерӗшлӗ.
Ҫамрӑксем валли пуян программа хатӗрленӗ. Вӗсен пушӑ вӑхӑт ҫукпа пӗрех тесен те юрать. Ятарласа ҫирӗплетнӗ кун-йӗркипе хӗрсемпе каччӑсем тӗрлӗ ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫамрӑксем пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсемпе те усӑ курма вӗренеҫҫӗ. Паянхи кун вӑл уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама хӑнӑхтараҫҫӗ.
Шкул ачисем малашнехи пурнӑҫне ҫарпа ҫыхӑнтармасан та, кунта пухнӑ опыт яланах кирлӗ пуласси паллӑ.
Ҫуллахи тапхӑрта "Воин" центр йӗркеленӗ сменӑсене пурӗ 800 ытла ҫамрӑк хутшӑнмалла.
Диана Иванова, Виктор Степанов