Бердянск тӑрӑхӗнчи ҫамрӑк боксерсен Чӑваш Енри вӗренӗвӗ вӗҫленчӗ

Ку тӗлӗшпе пирӗн республика Запарожье облаҫӗпе килӗштерсе ӗҫлет. Хӑнасене хальхинче мӗн уйрӑмах кӑмӑла кайнӑ? Кун пирки вӗсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе тӗл пулсан каласа кӑтартрӗҫ. 

Ӑшӑ тӗл пулу "Чебоксары-Арена" пӑр керменӗнче иртрӗ. Ҫамрӑк спортсменсем хӑнара вӑхӑта туллин те тухӑҫлӑ ирттернине палӑртрӗҫ. Чӑваш боксёрӗсенчен нумай ҫӗннине вӗреннине каларӗҫ. Тренировкӑсенче ӳт-пӳ самай ҫирӗпленнине те туйса илнӗ вӗсем. 

Ку хутӗнче 13 спортсменпа 2 тренер валли хатӗрленӳ программине регионти бокс федерацийӗ йӗркеленӗ. Спорт министрӗ Василий Петров ҫакнашкал вӗренӳсене ҫитес виҫӗҫуллӑха пӑхса хунине палӑртрӗ. Спорт урлӑ регионсем хушшинчи туслӑх та ҫирӗпленет, терӗ вӑл. Занятисем "Динамо" клубӑн ятарлӑ залӗнче иртнӗ. Тренировкӑсенче спортсменсем боксри ӑсталӑхне 4 енпе аталантарнӑ. Ку вӑл рингра тӗрӗс куҫасси, хӳтӗленсси, тапӑнасси тата тактика. Ачасене ҫавӑн пекех тӗрӗс шухӑшлама, тӗрлӗ шайри спортсменсемпе тупӑшнӑ вӑхӑтра хӑйсене мӗнлерех тытмаллине вӗрентнӗ. 

Спортзалта тренировкӑсем ирттернипе пӗрлех боксерсем Маунтинбайк центрӗн бассейнӗнче ишнӗ, тренажер залӗнче пиҫӗхнӗ. Велоспорт енӗпе те уҫӑ уроксем ирттернӗ. Экскурсисенче вара Чӑваш Ен историйӗпе, тӗп хулан паллӑ вырӑнӗсемпе паллашнӑ. 

Чӑваш Ен ҫӗнӗ регионсенчи спортсменсене йышӑнассипе самай пысӑк опыт пухма ӗлкӗрнӗ. 2023-мӗш ҫултанпа пирӗн республикӑра 300-ре яхӑн ҫамрӑк спортсмен волейбол, бокс, теннис, самбо енӗпе тата ишессипе ӑсталӑхне туптанӑ. 

Леонид Петров, Вадим Владимиров