Ӑсталӑхне рингра туптарӗҫ

Ҫӗнӗ Шупашкарпа Патӑрьел боксерӗсем пултарулӑхне тупӑшура тӗрӗслерӗҫ. Ӑмӑрту Патӑрьел тӑрӑхӗнче уҫӑ тӳпе айӗнче иртрӗ. 

Турнира уҫма хутшӑнакансем Патӑрьел тӑрӑхӗнче чылай спорт тӗсӗ ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртрӗҫ. Вӑл шутра бокс та вӑй илсе пырать. Чемпионсем ҫитӗнтересси - патӑрьелсен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри, терӗҫ тухса калаҫакансем. Сӑран перчетке маҫтӑрӗсен программинче 5 тупӑшу пулчӗ. Патӑрьел боксерӗсем рингра казаксен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сполох» пӗрлӗшӗвӗн вӗренекенӗсемпе вӑй виҫрӗҫ. Малтан ӑмӑрту кавирӗ ҫине кӗҫӗн ҫулхи ачасем тухрӗҫ. Алексей Чернов тата Александр Сергеев тренерсен вӗренекенӗ Иван Галкин (вӑл хӗрлӗ майкӑпа) бокса нумай пулмасть килнӗ. Ҫакна пӑхмасӑр арҫын ача, тупӑшӑва лайӑх кӑтарупа вӗҫлерӗ. 

Кӗҫӗн ҫултисенчен ҫӗнтерӳ эстафети аслисем патне куҫрӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Патӑрьел боксерӗсем Матвей Кузьмин, Дмитрий Григорьев, Камиль Камалетдинов рингра кам хуҫа пулнине кӑтартрӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарсенчен пӗртен пӗр Данила Бочкарев мала тухма пултарчӗ. 

Спорт уявне Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗрекен спортсменсем те хутшӑнчӗҫ. Дмитрий Бойкопа Антон Абдулаев тӗл пулӑвӗ никам ҫӗнтерейменнипе вӗҫленчӗ. 

Леонид Петров, Вячеслав Ильин