Ялта чи лайӑххисен ячӗсем паллӑ

Ҫак ятпа иртнӗ пултарулӑх тупӑшӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене Трактор тӑвакансен культура керменӗнче чысларӗҫ. Садике ҫӳрекенсемпе шкул ачисем, студентсем хутшӑннӑ конкурса. 

"Ялта чи лайӑххисем" конкурс республикӑри пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене тӑваттӑмӗш хут пӗрле пуҫтарчӗ. Сцена ҫинче - икӗ суйлав тапхӑрӗ витӗр тухса ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнисем. Виҫӗ ӳсӗм ушкӑнӗ - садике ҫӳрекенсем, шкулта тата профессиллӗ вӑтам пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем - кашнинче расна номинацисем. Чи пӗчӗккисем хӑйсен пултарулӑхне ӳкерес тата ташлас ӑсталӑхӗнче кӑтартнӑ. Аслӑраххисем юрласа, сӑвӑ каласа, видео ӳкерсе, социаллӑ тытӑмра публикаци пичетлесе палӑрма пултарнӑ. Ӗҫсенче - тӑван чӗлхене, ҫемье хаклӑхӗсене хисеплени, тӑван тӑрӑха юратни, ӑна мухтани. 

"Ялта чи лайӑххисем" конкурсра кӑҫал 3 пин ытла ача хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗ ята 40-н тивӗҫрӗҫ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннисем 62-н. Хӑшӗ-пӗри кунта ҫулленех хутшӑнма тӑрӑшать. 

Ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫӗр ӗҫне хӑнӑхтарас, ял пурнӑҫӗн илемне кӑтартас тесе республикӑра тӗллевлӗ тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта "Ялта чи лайӑххисем" конкурсӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк. Садиксенче агролабораторисем уҫни, шкулсенче агроклассем йӗркелени те паха. Сӑмах май, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе куравра паллашма май килчӗ. Вӑл ачасене саламлама ҫитнӗ хӑнасемшӗн те, уява хутшӑнакансемшӗн те илӗртӳллӗ пулчӗ. 

Конкурсӑн тӗп парнине вара Ҫӗрпӳри 6-мӗш "Юмах" ача сачӗ тивӗҫрӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев учреждение пултарулӑх проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме 50 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗ. Садике ҫӳрекенсен ташшине тӳресем пысӑк хак панӑ. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов