Хӑмла ҫитӗнтересси шпалерсен строительствинчен пуҫланать. Хальлӗхе вӗсене Етӗрне тата Ҫӗрпӳ округӗсенче 100 гектар лаптӑк ҫинче вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑнпа пӗрлех хӑмла тӗммисем лартас ӗҫе пикеннӗ. Кунта Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ҫумӗнче "симӗс ылтӑн" туса илессипе ӗҫлекен компетенци центрӗн специалисчӗсем те пулӑшаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳри аграри техникумне ҫеҫ кӑҫал 500 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Вӗсенчен 150 миллионӗ федераци хыснинчен. Техникум ертӳҫи Алла Волчкова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак укҫапа шпалерсем вырнаҫтарнӑ, хӑмла хунавӗсем, удобрени, сӗрмелли-ҫунтармалли материалсем туяннӑ. Ҫавӑн пекех 100 миллион тенкӗлӗх техника кӳрсе килмелли юлнӑ. Ҫакӑн валли кӑҫал килӗшӳ тума палӑртаҫҫӗ.
Ӗҫсем мӗнле пынипе республикӑн Вӗренӳ министрӗ вырӑна ҫитсе паллашрӗ. Дмитрий Захаровӑн сӑмахӗпе, ҫитес ҫулсенче кунти хӑмла плантацийӗсене 500 гектара ҫитермелле. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама ял хуҫалӑх министерствипе аграри университечӗ тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлени пулӑшӗ. Регионти аграри техникумӗсем ҫумӗнче хӑмла лаптӑкӗсем йӗркеленипе ҫавӑн пекех хушма ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ. Кадрсем хатӗрлес ыйтӑва та тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Етӗрнери аграри техникумӗнче "ӳсен-тӑран мастерӗ" ҫӗнӗ специальность уҫнӑ. Кунта пулас хӑмлаҫӑсене те вӗрентеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳри аграри техникумӗн хирӗнче хӗрсех хӑмла лартаҫҫӗ. Студентсем те хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.
Пӗрремӗш тухӑҫ икӗ-виҫӗ ҫултан пухса илмелле. Ҫӗнӗ лаптӑксенче ытти сортсене те лартма палӑртаҫҫӗ. Симӗс ылтӑна вырнаҫтарассипе вара сӑра вӗретекен компанисемпе халех ҫыхӑнусем йӗркеленӗ.
Оксана Верликова, Леонид Петров, Игорь Ульянов