Республикӑра вырма пуҫланчӗ

Тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене хуҫалӑхсен 200 пин ытла гектар ҫинчен ҫапса илмелле. Пуринчен малтан хире Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи "ВДС" хуҫалӑх тухрӗ. Хӗрӳ ӗҫҫи епле пынипе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

Регион ертӳҫи Олег Николаев "ВДС" хуҫалӑх ӗҫченӗсене пехиллерӗ. Вырмана кӑлтӑксӑр, ӑнӑҫлӑ ирттерме пурте пур, ҫанталӑкӗ кӑна ура ан хутӑр, - теҫҫӗ кунта. Хир карапӗсем пӗринчен тепри хӑватлӑ. Хальхи йышши техника тухӑҫа хӑвӑрт та тӑкаксӑр пухса кӗртме май парать. Кӗрхи тулла "ВДС" 3 пин гектар акса хӑварнӑ. Пысӑк тухӑҫлӑхӗпе, пахалӑхӗпе уйрӑлса тӑракан "Бирюза" сорта кӑмӑлланӑ кунта. 

Тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пухса кӗртме республикӑри хирсене 700 ытла комбайн кӑларма палӑртнӑ. Пӗрне - 320 гектар тивет. Ку Атӑл тӑрӑхӗнчи округра чи пӗчӗк кӑтарту. Сӑмах май, ял хуҫалӑх министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, техника паркне хуҫалӑхсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 208 трактор-комбайн тата ытти машин туяннӑ та ӗнтӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсене тӗрев парас ыйтӑва Правительство тимлӗхрен вӗҫертмест. Вӗсене тӗрлӗ йышши субсидисем парса хавхалантараҫҫӗ. 2025-мӗш ҫулта бюджетра ҫак тӗллевпе 5 ытла миллиард пӑхса хӑварнӑ. 2 миллиарда яхӑн хуҫисем патне ҫитернӗ. Тепӗр миллиард ытла тенке ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнче куҫарса парӗҫ. Ҫакнашкал тӗллевлӗ ӗҫлени кӑтартусене ӳстерме пулӑшмалла. Кӗлете кӑҫал 800 пин тоннӑран сахал мар тӗш тырӑ кӗртсе хурасса шанаҫҫӗ республикӑра. 

Екатерина Фомина, Николай Скворцов