Пуш уйӑхӗн 4-мӗшпе 5-мӗшӗнче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ ҫӗр улми куравӗ пулать

Ӑна республикӑн ял хуҫалӑх министерстви Раҫҫейри ҫӗр улми туса илекенсен пӗрлешӗвӗ тата Александр Лорх ячӗллӗ тӗпчев центрӗ пулӑшнипе йӗркелет. "Иккӗмӗш ҫӑкӑра" халалланӑ уяв ӑҫта иртессине, унта камсем хутшӑнассине тата мӗнле ыйтусем сӳтсе явассине пире "Агро-Инновации" учреждени ертӳҫи Николай Васильев каласа кӑтартрӗ. 

Пӗр-пӗрин ӗҫӗпе, отрасльти ҫӗнӗлӗхсемпе паллашма май паракан ӗҫ-пуҫа Чӑваш Ен кӑҫал 18-мӗш хут ирттерет. Унта хутшӑнас текенсене Регионсен суту-илӳпе курав центрӗнче кӗтеҫҫӗ. Ҫӗр улми туса илекенсемшӗн унта кӑсӑкли, усӑлли чылай пулӗ. 

Куравра ҫӗнӗ сортсемпе ял хуҫалӑх техникине пахалама май пулӗ. Ҫӗр улмине ҫитӗнтерес, тирпейлес, тӗрлӗ чир-чӗрпе сӑтӑрҫӑсенчен хӳтӗлес ыйтусене, селекцие аталантарассине вара ҫавра сӗтелсемпе ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче сӳтсе явӗҫ. Ҫӗр улми туса илессипе Чӑваш Ен ӳсӗмлӗн ӗҫлесе пырать. Пӗлтӗр хуҫалӑхсемпе фермерсем иккӗмӗш ҫӑкӑра 121 пин тонна ҫурӑ пухса кӗртнӗ, гектартан илнӗ вӑтам тухӑҫ вара 297 центнерпа танлашнӑ. Ку кӑтартусем унчченхи ҫулхинчен пысӑкрах. Ҫакна тума лаптӑксене ӳстерни, агротехнологи меслечӗсене лайӑхлатса пыни пулӑшать. Ыттисене кӑтартмалли, вӗрентмелли пирӗн сахал мар, - тет "Агро-Инновации" учреждени ертӳҫи Николай Васильев. 

Ҫав вӑхӑтрах пирӗн те вӗренме ӳркенмелле мар. Ҫӗр улми куравӗ шӑпах ҫӗр ӗҫченӗсене пӗлӳ пухма пулӑшать те. 

Республикӑри хуҫалӑхсем халӑха ҫӗр улми вӑрлӑхӗпе те тивӗҫтерӗҫ. Суту-илӳ лапамӗ куравӑн икӗ кунӗнче те ӗҫлӗ. 

Екатерина Фомина, Святослав Петров