Пӗр вырӑнтах тавар туянма та, пахалӑхне тӗрӗслеттерме те пулать

Килти чӗр чун, ял хуҫалӑхӗнчи мӑйракаллӑ шултра выльӑх пирки сӗнӳ-канаш параҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. "Пехет" агромаркетра ветеринари эрни вӑй илсе пырать. Программӑпа пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те паллашрӗ. 

Сӗтри ҫу, белок шайне, ҫӑралӑхне, шыв хушнипе хушманнине лабораторири приборсенчен пытарма ҫук. Тӗрлӗ кӑтарту туххӑмрах продукци пахалӑхне кӑтартса парать. Кулленхи апатланура усӑ куракан ытти ҫимӗҫе те лаборатори тӗрӗслевӗ витӗр кӑларма пулать. Овоскоп ятлӑ хатӗрпе ҫӑмарта ҫиме юрӑхлине тишкереҫҫӗ. Шалта мӗн пурри витӗрех курӑнать. 

Аш-какай, пахча-ҫимӗҫ, улма-ҫырла пахалӑхне те экспресс меслетпе ҫийӗнчех палӑртаҫҫӗ. Хӗллехи вӑхӑтра ют тӑрӑхран кӳрсе килекен ҫимӗҫ тепӗр чухне иккӗлентерет. "Пехет" агромаркетра вара ку эрнере тавар туяннӑ-туянман тӳрех тӗрӗслеттерме пулать. Уйрӑмах халӑха хӑяр-помидорта нитратсем пурри кӑсӑклантарать. 

Ҫавӑн пекех пысӑк опытлӑ ветеринарсем выльӑх-чирлӗх чирӗ, вӗсен апатланӑвӗ, вакцинаци пирки тӗплӗн каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Эрне пыракан ӗҫ-пуҫ вӑхӑтӗнче килти йытӑ-кушак, ытти вак чӗрчунпа ҫыхӑннӑ ыйту хуравӗсене те тупма пулать. Ял хуҫалӑхӗнчи мӑйракаллӑ шултра выльӑха та паян округсенчи станцисенче уйрӑмах пысӑк тимлӗх. Кашнине мӗнле чиртен прививка туни, ӳстерсе ӑҫта ӑсатни пӗтӗмпех пӗр программӑра. 

Ветеринари эрни вахӑтӗнче ачасем валли те кӑсӑкли нумай пулӗ. Вӑл штура вӑйӑ лапамӗсем, сӑн ӳкерӗнмелли вырӑнсем, парнесем. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов