Ҫакна Ял хуҫалӑх министерстви Аграри университечӗпе пӗрле пурнӑҫлакан "Фермер шкулӗ" проект те витӗм кӳнӗ. Унӑн программинче 3 ҫул сыр пӗҫерме вӗрентнӗ. 12 ҫул каялла республикӑра 3-4 тӗрлӗ ҫемҫе сыр тӑвакан пӗртен-пӗр хуҫалӑх пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра темиҫе пысӑк предприяти тата хальлӗхе ку енӗпе ӑнӑҫлӑ аталанса пыракан усламҫӑсем. Регионта хытӑ сырсем те пӗҫерме вӗренсе ҫитнӗ. Вӑл шутра Качотта, Пролоне, Скаморца. Фермерсене пулӑшма "Перспектива" грант пуҫарнӑ. Ҫак программӑпа сыр енӗпе аталанама 11 ҫынна курӑмлӑ пулӑшу кӳнӗ. Ятарлӑ шкулта пӗлӳ илсе профессипе ӗҫлеме пуҫланисем шанӑҫа тӳрре кӑларсах пыраҫҫӗ. Ольга Кошелева, сӑмахран, Раҫҫей шайӗнче професси ӑсталӑхӗн конкурсӗнче темиҫе хутчен мала тухнӑ.
2025-мӗш ҫулта Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи "Санккино" пӗрлешӳ ҫӗршыври "Наш бренд" фестивальте ылтӑна тивӗҫнӗ. Куллен заводра 20 тонна яхӑн сӗт тирпейлеҫҫӗ. Уйӑхра 60 тонна продукци туса кӑлараҫҫӗ. Паянхи кун юр-вара ҫӗршыври 31 регионта пӗлсе ҫитнӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗ те малалла аталанма ҫул уҫать.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре сыр пӗҫерессипе 14 пысӑк тата вӑтам предприяти ӗҫлет. Ҫулран-ҫул вӑй илсе малалла атланаҫҫӗ. Хытӑ, ҫемҫе, кӑвасаклӑ, шӑратнӑ сыр... Хальхи вӑхӑтра тӗрлине тума вӗренсе ҫитнӗ. Эпир вара Шупашкарта пурӑнакансем мӗнлине ытларах кӑмалланине тӗпчерӗмӗр.
Алиса Александрова, Виктор Степанов