Патшалӑх тата регионти программӑсемпе тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ

"Ольдеевская" агрофирмӑна никӗсленӗренпе 45 ҫул ҫитрӗ. Республикӑра пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерес енӗпе ӑнӑҫлӑ аталанакан предприяти ӗҫӗ-хӗлӗпе Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева паллашрӗ. 

Агрофирмӑра 24 гектар ҫинче хӑяр тата помидор ҫитӗнтереҫҫӗ. Пӗрремӗш ҫур ҫулта хӑяр туса илеҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ун вырӑнне помидор йышӑнать. Хуҫалӑхра хамӑр ҫӗршыври вӑрлӑхпа усӑ кураҫҫӗ. Теплицӑсенче вӗлле хурчӗсемпе тӗкӗлтурасем вӗҫеҫҫӗ. Вӗсем чечексене шӑркалантараҫҫӗ. Ҫакӑ экологи енчен таса ҫимӗҫ ҫитӗнтерме май парать. 

"Ольдеевская" агрофирмӑра 500 ытла ҫын вӑй хурать. Вӗсенчен ытларахӑшӗ пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерекенсем. Хуҫалӑх хамӑр республикӑна тата ытти регионсене ҫулталӑкӗпех паха продукципе тивӗҫтерет. Ҫур ҫулта вӑтамран пӗр тӑваткал метртан 32-34 кило хӑяр тата 14-15 кило помидор туса илеҫҫӗ. 

Патшалӑх тата регионти программӑсемпе тухӑҫлӑ усӑ курнине пула предприятире техникӑна улӑштарсах тӑраҫҫӗ, ҫӗнӗ теплицӑсемпе фермӑсем хута яраҫҫӗ, хальхи технологисене вӑя кӗртеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин