Совет тапхӑрӗнче, ҫӗршыв саланиччен, кунта таврара палӑрнӑ крахмал завочӗ пулнӑ. 40 пин тонна ҫӗр улми йышӑнма пултарнӑ предприяти ака уйӑхӗчченех кал-кал ӗҫлесе тӑнӑ. Колхозсем юхӑнсан ҫӗр улмипе тивӗҫтересси чарӑнса ларнӑ, заводӑн та хупӑнма тивнӗ. Унӑн ҫав вӑхӑтри пуҫлӑхӗ, Александр Иванов, иртнӗ вӑхӑта ҫапла аса илет.
Вун пилӗк ҫул каялла Первомайски ялӗнчи юхӑннӑ хуҫалӑха Патӑрьел тӑрӑхӗнчех ҫуралса ӳснӗ Владислав Самакин агроном хӑйӗн вӑйне шанса ҫӗнӗрен ҫӗклесе яма тӗллев тытнӑ. Йывӑрлӑхран хӑраман ҫамрӑк ӗҫне ӑнтарма пултарнӑ: халь кунта таврари ялсенчен ҫӗр улми, кишӗр, хӗрлӗ кӑшман илсе килсе тирпейлеҫҫӗ.
Пӗрремӗш цехра пахча ҫимӗҫе электричество кӑмакисенче типӗтеҫҫӗ, ҫӗннинче пӑс хӑвачӗпе усӑ курасшӑн. Хуҫа опыт илме тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрет, Питӗрти пӗр заводран хӑй тӗллӗн кӑмака пуҫтарма вӗренсе килнӗ. Ял ҫыннисене кунтах ӗҫ вырӑнӗпе, лайӑх шалупа тивӗҫтерни Владиславӑн кӑмӑлне ҫӗклет.
Ытти заводсем кунтан паёк хатӗрлеме типӗтнӗ ҫӗр улми, кишӗр, кӑшман, сухан илсе тӑраҫҫӗ. Владислав Самакин ҫавӑн пекех фронта пулӑшать, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли вӗри апатлӑх типӗ ҫимӗҫ ӑсатсах тӑрать.
Марина Карягина, Вадим Владимиров