Патӑрьел тӑрӑхӗнче кӑҫал ҫӗр улми уйрӑмах ӑнса пулнӑ

Республикӑра кӗрхи уй-хир ӗҫӗ малалла пырать. Кӑҫал тухӑҫ хресчене самай савӑнтарать. Хӑш-пӗр округра тӗш-тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпех вырса пӗтернӗ.

Юхма Енре тӗш-тырра пӳлмесене тултарнӑ ӗнтӗ. Халӗ ҫӗр улми, сахӑр кӑшманӗ кӑларассипе тата куккурус пухассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Хирте мӗн ир пуҫласа каҫччен техника шавӗ тӑрать. Лайӑх ҫанталӑкпа ял ӗҫченӗ туллин усӑ курса юлма васкать.

"Красное Знамя" предприятире 900 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Ҫавна май вӗсем ытларах выльӑх апачӗ туса илеҫҫӗ. Пӗр пин те 650 гектар лаптӑк ҫинче хуҫалӑх нумай ҫул ӳсекен курӑк, куккурус ҫитӗнтерет, ҫавӑн пекех ҫӗр улми, сухан лартаҫҫӗ, тырӑ уйӗсем те пур. Халӗ сӑкӑтсем 107 гектар ҫинчен "иккӗмӗш ҫӑкӑра" пуҫтараҫҫӗ. Кунта "Гала" сортпа ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна кӑнтӑр регионсенчен илме килеҫҫӗ. Кунне икӗ комбайн вӑтамран 200-250 тонна ҫӗр улми кӑларать. Ҫур ӗмӗр ытла ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан хуҫалӑх ертӳҫи Петр Никифоров кӑҫалхи пек тухӑҫ курманнине каларӗ.

Куккурус анинче те хӗрӳ тапхӑр. Выльӑх апачӗ валли ӑна 170 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ. Уй-хирте ҫӗнӗ те хӑватлӑ техника ӗҫлет. Хуҫалӑхра ку культурӑна тырӑлӑх та ӳстереҫҫӗ. Кӑҫал унӑн нӳрӗклӗхӗ пысӑках мар пуласса шанаҫҫӗ пӗрлешӳре.

Халӗ хресченсен тӗп тӗллевӗ - тухӑҫа вӑхӑтра та тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртесси. "Красное Знамя" хуҫалӑхра ӗҫсене ҫывӑх кунсенче вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.

Оксана Верликова, Виктор Степанов