Чӑваш Енӗн хӑнасене мӗнпе илӗртмелли чылай - хӑмла, сухан, чей, пыл, сӗт юр-варӗ. Пурӗ курава республикӑри 20 предприяти хӑйӗн продукцине тӑратнӑ. Кӗр мӑнтӑрӗпе хатӗрленӗ стендсем пуян та тулӑх. Регионӑн экспозицине Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ Михаил Мишустин тата Ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут пысӑка хурса хакларӗҫ. Чӑваш Ен хӑмла туса илессине аталантарса пырать. Ҫавӑнпа "симӗс ылтӑна" чир-чӗртен хӳтӗлесси пӗлтерӗшлӗ. Курав вӑхӑтӗнче ку тӗлӗшпе пӗрремӗш утӑм пулчӗ. Чӑваш Правительстви тата ӳсен-тӑрана хӳтелессипе ӗҫлекен "КРОПЭКС" пӗрлешӳ килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. "Пирӗншӗн те хӑмла - пӗлтерӗшлӗ культура. Ҫавӑнпа та эмел валли регистраци илепӗр. Ҫакна тума пӗтӗм май пур", терӗ пӗрлешӳ директорӗ Павел Зибарев. Куравра агропромышленноҫ комплексне "ӑслӑ" тӑвасси пирки те сӑмах пычӗ. Ку енӗпе вара республика "Ял тата вӑрман хуҫалӑхӗн аналитика центрӗпе" килӗштерсе ӗҫлӗ. Тӗп тӗллев - ял хуҫалӑхӗнче цифровизацине аталантарасси, ҫӗр ӗҫне пилотсӑр техникӑна явӑҫтарасси, ятарлӑ информаци ресурсӗ йӗркелесси. Чӑваш Ен хальхи вӑхӑтра хӑйӗн продукцине тӗнчери 50 ҫӗршыва ӑсатать. Кӑҫалхи 9 уйӑхра экспорт калӑпӑше 20 пин тоннӑпа танлашнӑ. Ӳсӗм тумалли майсем тата уҫӑлччӗр тесе республика "Агроэкспорт" федераци центрӗпе килӗшӳ турӗ. Чӑваш Енри фермерсем те курава кашни ҫулах хутшӑнаҫҫӗ. Хамӑра кӑтартни, ыттисемпе паллашни паха, теҫҫӗ вӗсем.
Форумри ӗҫлӗ программа кӑсӑклҫ пулнӑ. Пленарлӑ ларура ял хуҫалӑхӗнчи тӗрлӗ ҫивӗч ыйтӑва хускатнӑ, вӗсене татса памалли ҫул-йӗре палӑртнӑ. Пурӗ вара курав вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен делегацийӗ 5 килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Диана Иванова, Светлана Позднякова, Николай Скворцов