Йăлана кĕнĕ йĕркепе унта çитĕнÿсем тунă ĕçченсене, предприятисене чысларĕç.
Кĕр мăнтăрĕпе ирттерекен уяв яланхиллех илемлӗ те пуян. Агропромышленность комплексӗнчи ҫитӗнӳсемпе ятарлӑ курав паллаштарать. Фермерсен, предприятисен ыттисене сӗнмелли ҫителӗклӗ. Ял хуҫалӑх продукципе вӗсем республика ҫыннисене туллин тивӗҫтереҫҫӗ, ытти ҫӗршывсене те ӑсатаҫҫӗ. Хуҫалӑхсем тыр-пул, пахча-ҫимӗҫ туса илме те, пулӑ, чӑх-чӗп ӗрчетме те ӑста.
Ҫӗр ӗҫченӗсем пурнӑҫ таппипе тан пыраҫҫӗ - хальхи йышши технологисемпе анлӑрах та анлӑрах усӑ кураҫҫӗ. Уява ҫакна шута илсе йӗркелени куҫкӗрет. Ял хуҫалӑхӗ ҫамрӑксемшӗн те илӗртӳллӗ пулмалла. Пулас специалистсене халӗ шкул саккинченех хатӗрлеҫҫӗ. Раҫҫей Геройӗ Дмитрий Семёнов ячӗллӗ Тренкасси шкулӗнче кӑҫал агротехнологи класӗ уҫнӑ. Ӑна микроскопсемпе, тӗпчевсем ирттермелли тӗрлӗ хатӗрпе, "ӑслӑ" теплицӑпа тивӗҫтернӗ.
Ҫӗр ӗҫченӗсем хӑйсен умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ. Чӗр таварӑн ытларах пайне, сӗтӗн 80, аш-какайӑн 90 процентне халӗ хамӑр тӑрӑхрах тирпейлетпӗр. Кӑҫал кӗлете тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗр миллион тонна ытла кӗртсе хунӑ. Тухӑҫлӑхӗ гектартан - 36 центнер ытла. Вӑрӑ тума акнӑ куккуруса нихҫанхинчен нумай ҫапса илнӗ - 15 пин тонна. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем те аталану ҫулӗпе утаҫҫӗ. Сӑвӑм ӳссе пырать. Кӑҫал вӑл пуҫласа 500 пин тоннӑран иртӗ. Ҫавӑн пекех 500 миллион ытла штук ҫӑмарта илмелле. Ку та иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан чи пысӑк кӑтарту. Ҫитӗнӳсем тунӑ ял хуҫалӑх предприятисемпе фермерсене уявра хисеп хучĕсемпе парнесем парса чысларӗҫ. Пӗрисен сӑвӑм пысӑк, теприсем тыр-пул, пахча-ҫимӗҫ, ҫӗр улми туса илессипе аван ӗҫлеҫҫӗ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе уявра чи тухăçлă ĕçлекен муниципалитетсене палăртрĕç. Производствăпа экономика кăтартăвĕсем тăрăх хӑйсен ушкӑнӗсенче пĕрремĕш вырăна Красноармейски, Ҫӗрпӳ тата Шупашкар округӗсем тухрĕç. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен кашни хӑйсен тӑрӑхӗсене хӑтлӑх кӳме 150 пин тенке тивӗҫрӗ.
Ĕçлекене патшалăх яланах пулăшма хатĕррине палăртрĕ Правительство ертӳҫи Сергей Артамонов. Кӑҫал кӑна агропромышленноҫ комплексне, ял тӑрӑхӗсене тӗрев пама федераци тата республика хыснисенчен 8 миллиард та 600 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов