Комбайн рулӗ умне колхоз председателӗ хӑй ларнӑ

Уйсемпе хирсенче вырма вӗҫленсе пырать. Типӗ ҫанталӑкпа усӑ курса Вӑрнар тӑрӑхӗнчи "Броневик" хуҫалӑхра та тырӑ выраҫҫӗ, выльӑх валли утӑ хатӗрлеҫҫӗ.

Кунта халӗ хӗрсе кайсах ҫурхи тулла выраҫҫӗ. Тухӑҫ гектартан 30 центнер ытларах тухать. Ҫывӑхри уйра вара выльӑха ҫитерме клевер ҫулаҫҫӗ. Ӑна улӑха кӑларнӑ ӗнесене тӑкса параҫҫӗ. Симӗс курӑкпа вӗсем сӗт аванрах антараҫҫӗ. Хуҫалӑхра механизатор ҫитменрен комбайн рулӗ умне колхоз председателӗ хӑй ларнӑ. Вашават хӗрарӑм ҫак ӗҫе 17 ҫулти ывӑлне те явӑҫтарать.

Алексей Енейкин