Анатолий Федоров ертсе пыракан ВДС пӗрлешӳ республикӑра тӗслӗхлӗ организаци шутланать. Кунта кашни ҫулах мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли ҫӗнӗ витесем тӑваҫҫӗ. Ҫак объекта хута яни нумаях пулмасан та, ҫӗнӗ ҫурт ҫийӗнчех ӗнесемпе тулнӑ. Хуҫалӑхра выльӑха паха апатпа тивӗҫтересси те кал-кал пурнӑҫланса пырать. Ҫу каҫа ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулнӑран техника 3-мӗш хут утӑ ҫулма тухнӑ. Симӗс курӑка сенаж шӑтӑкӗсене янтӑлаҫҫӗ. Тырра вара пухса кӗртнӗпе пӗрех темелле.
Хуҫалӑхра 10 пин гектар ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшӗнче тытаҫҫӗ. 7 пин гектар ҫинче тыр-пул ӳсет. Тухӑҫ ырӑ кӑтартусемпе савӑнтарнӑ май хуҫалӑхра ҫӗнӗ йышши пысӑк ферма тума пуҫланӑ.
Унӑн хакӗ 2 миллиард та 300 миллион тенкӗпе танлашать. Халӗ кунта 2 пин те 700 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх вырнаҫмалли вите тӑваҫҫӗ. Ҫуммӑнах ӗне сумалли каруҫель пулать. Унта пӗр харӑс 80 выльӑх кӗрсе тӑма пултарӗ. Палӑртнӑ витесене хута ярсан ҫӗнӗ фермӑра 4 пин те 800 ӗне вырнаҫмалла. Экологи тӗлӗшӗнчен пӑхсан, хуҫалӑх ҫут ҫанталӑка сиен кӳмелле мар. Ҫак пахалӑха шута илсе кунта хальхи йышши чи ҫӗнӗ технологисемпе ҫеҫ усӑ курма палӑртнӑ. Ҫитес ҫул вара, хуҫалӑх тулли вӑйпа ӗҫлесе кайсан фермӑра 60 ӗҫ вырӑнӗ пулӗ.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов