Йӑлана кӗнӗ йӗркепе "Уй кунӗ" курав Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче иртет. Яланхи пекех ҫын йышлӑ. Ҫӗр ӗҫченӗсем кунта ял хуҫалахӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллашма, пӗлӗве пуянлатма килеҫҫӗ. Техника, удобрени, тӗрлӗ им-ҫам кӑларакансем хӑйсемпе паллаштараҫҫӗ. Кӑҫал форума ҫӗршывӑн 15 регионӗнчен 69 компани хутшӑнать. Вӗсенчен 28-шӗ ял хуҫалӑх машинисем тӑратнӑ курава. Хӑватлӑ трактор-комбайна ӗҫре пахалама май пулчӗ.
Ял хуҫалӑх техники туянакансене патшалӑх субсиди парса пулӑшать. Ҫакӑнпа республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсем хастар усӑ кураҫҫӗ. "Куснар", "Таябинка", "Пионер" агрофирмӑсем тата "Мураты" хуҫалӑх ҫӗнӗ техника хуҫисем пулса тӑчӗҫ.
Тӗрлӗ чир-чӗртен, хурт-кӑпшанкӑран мӗнле хӳтӗленмеллине те куравра тӗплӗн ӑнлантарса параҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ вара сӑнав лаптӑкӗ йӗркеленӗ. Кунта 315 тӗрлӗ культура ҫитӗнет. Специалистсем ҫӗнӗ сортсене тӗрӗслесе хак параҫҫӗ. Курав ӗҫӗпе паллашнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫакнашкал тӗпчевсем ирттернин пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакларӗ.
"Уй кунӗ" куравӑн сцени ҫинче вара ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлес текенсене чысларӗҫ. Конкурс али витӗр тухнӑ 20 ҫын "Агростартап" гранта тивӗҫрӗ. Вӗсене валли федераци тата регион бюджечӗсенчен 99 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
"Уй кунӗ" курав тухӑҫлӑ иртнине палӑртрӗҫ ӑна йӗркелекенсем. Ял хуҫалӑх министерстви "Навигатор-Новое машиностроение" компанипе килӗшӳ турӗ. Чӑваш Енри ҫӗр ӗҫченӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлемелли машинсене йӳнӗрех хакпа туянма пултарӗҫ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров