Хӑш-пӗр сорта йӑран ҫинченех сутлӑха ӑсатаҫҫӗ

Ҫӗр ӗҫченӗн аллинчен хӗлӗн-ҫӑвӗн ӗҫ каймасть. Паянхи кун тыр-пула кӗлете пухса кӗртнӗ, ҫӗрулмине пуҫтарса илнӗ. Пурпӗр республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсем уйран пушанса кӗмен-ха. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Константин Плотников хуҫалӑхӗнче, сӑмахран, купӑста касаҫҫӗ. 

Ҫӗр ӗҫӗпе аппаланасси малтанласа фермерӑн ашшӗ-амӑшӗнчен пуҫланнӑ. Плотниковсем 2006-мӗш ҫултанпах купӑста лартаҫҫӗ. Константин агронома вӗренсе тухнӑ, 2018-мӗшӗнче хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ. 2024-мӗш ҫулта пӗлӗвне фермер шкулӗнче тарӑнлатнӑ. Хальхи вӑхӑтра купӑста анисем 17 гектар ҫурӑ лаптӑк йышӑнаҫҫӗ. Хуҫалӑхра 10 тӗрлӗ сортпа ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи кун купӑста касса управӑша хурас ӗҫ пырать. 

Хӑш-пӗр сорта йӑран хушшинченех тенӗ пек сутлӑха ӑсатаҫҫӗ. Ир пулаканнисене, тӑварламаллисене, сӑмах май, чулхуласем туянаҫҫӗ. Каярах пулса ҫитекеннисене уйри ӗҫсем вӗҫленсен вырнаҫтараҫҫӗ. Чӑваш купӑстине Чӗмпӗр облаҫне, Мускава илсе каяҫҫӗ. Хальлӗхе вара уяр кунсемпе усӑ курса тухӑҫа пухса илмелле. Анара 2 ушкӑн ӗҫлет. Пӗрисем купӑста касаҫҫӗ. Вӗсем кунне 50 яхӑн йӑрана тирпейлеҫҫӗ. 

Тепӗр ушкӑн каснӑ ҫимӗҫе тиесе склада ӑсатать. Кунта вӑр-вар та тимлӗ пулмалла, майӗпен куҫса пыракан трактор хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пымалла. 

Ҫапла майпа кунне 70 тонна яхӑн купӑста управӑша ӑсанать. Ҫимӗҫе вырнаҫтарассине техника ҫӑмӑллатать. Алӑ вӗҫҫӗн йӑтса пушатасси ҫук. Ӗҫлекенсене ирпе илсе килеҫҫӗ, ӗҫ хыҫҫӑн килӗсене леҫеҫҫӗ. Константин Плотников хуҫалӑхӗнче ҫӗрулми, кӑшман, кишӗр те туса илеҫҫӗ. Таса ҫӗр ҫинче ӳснӗ продукцие туянас текен яланах пур. Фермер ҫулленех пахча-ҫимӗҫпе Шупашкар округӗнчи шкулсемпе ача сачӗсене тивӗҫтерсе тӑрать. Патшалӑх пулӑшни, техника туяннӑ тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарни ҫӗр ӗҫченӗсене малалла вӑй хума хавхалантарать. Кӗркуннепе ял хуҫалӑхра пӗтӗмлетӳсем тӑваҫҫӗ. Шупашкар округӗнче кӑҫалхи кӑтартусемпе кӑмӑллӑ. Шупашкар округӗнче кӑҫал 26 гектартан ҫӗрулми пухса кӗртнӗ, паянхи куна тепӗр 10 гектартан купӑста касмалли юлать. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов