Хӑмлаҫӑсен хӗрӳ тапхӑр пуҫланчӗ

Паянхи кун симӗс ылтӑн туса илессипе республикӑра 6 хуҫалӑхра тата Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Пурте хӑмла ҫакма тухнӑ. Унӑн лаптӑкӗ иртнӗ ҫултинчен сахал мар пулӗ, - теҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче. 

Агроинженери факультететӗнче вӗренекенсен практика занятийӗ хальхинче хӑмла пахчинче иртет. Авӑрсене явӑнса ӳсме ҫип караҫҫӗ вӗсем. Кунне вӑтамран гектар ҫурӑ лаптӑка тирпейлеҫҫӗ. Хӑмла ҫитӗнтересси ҫӑмӑл мар, ӗҫӗ кунта темӗн чухлех. Студентсен агроотрячӗ кунта ҫу каҫипех тӑрӑшать. 

Ятарлӑ техника ӗҫе самай ҫӑмӑллатать, вӑхӑта перекетлет. Ӑна Аграри университечӗн вӗрентекенӗсемпе студентсем хӑйсем туса хатӗрленӗ. Сӑмахран, ҫак вышка хӑмла ҫакнӑ, шпалерсене юсанӑ чухне уйрӑмах кирлӗ. Ҫавӑн пекех ытти хатӗр те ал айӗнчех, кӗркунне куҫса ҫӳрекен хӑмла татмалли комбайна та тӗрӗслесе пӑхасшӑн кунта. Тепӗр ана ҫинче хӑмлан гибрид сорчӗсене лартса хӑварнӑ. Ку вӑл хӑйне евӗр сӑнавпа тӗпчев лаптӑкӗ. 

Чӑваш Енре "симӗс ылтӑн" лаптӑкне ӳстерсе пыма тӗллев лартнӑ. Ҫӗршывра санкцисем вӑй илнӗренпе сӑра завочӗсем чӑваш хӑмлипе ытларах кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫавна май унӑн чапне ҫӗклессипе халӗ ҫине тӑрса ӗҫлемелле - 31 миллион тенкӗ республика хӑмла тымарӗ туса илме тата лаборатори йӗркелеме уйӑрнӑ. 

Республикӑра хӑмла туса илессине ҫӗнӗ шая кӑлариччен пӗр ҫул кӑна мар иртет. Палӑртнине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн кӗртсе пырӑпӑр, -теҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов