Фермерсемпе килти хушма хуҫалӑх тытакансем валли те "Уй кунӗ" курав кӑсӑк пулчӗ

Вӗсем семинарсемпе ӑсталӑх сехечӗсене хутшӑнса пӗлӳ пухма, хӑйсене кирлӗ техника суйлама пултарчӗҫ. Шупашкарти "Восток Авто" компанин ҫӗр ӗҫченӗсене сӗнмелли темӗн те пур. 

Пӗрлешӳ ял ҫыннине мӗн кирлине шута илсе ӗҫлет. "Чеби" брендпа кӑларакан хатӗрсене трактор ҫумне ҫакса ӗҫлеме меллӗ. Утӑ вӑхӑтӗнче косилка ал айӗнче пулни ҫӑмӑллӑх кӳрет. - Кӑҫал ӑна лайӑхлатса, ҫӗнетсе кӑлартӑмӑр, ҫулмалли ҫӗҫҫине сарлакарах турӑмӑр, - каласа кӑтартать "Восток-Авто" пӗрлешӗвӗн суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен директорӗ Евгений Киселёв. Ҫитес вӑхӑтра пӗчӗк тракторсем валли те косилка сутлӑха тухмалла. Курава тӑратнӑ ҫӗнӗлӗхсенчен - ҫӗр улми кӑлармалли хатӗр. Фермерсемпе килти хуҫалӑхсем унпа хаваспах усӑ курма пуҫласса шанаҫҫӗ компанире. Кӑсӑкланакан чылай пулчӗ. Ҫавӑн пекех ҫул тасатмалли щёткӑсем, юр хырмалли хатӗрсем, пӗчӗк прицепсем ыйтакансем те нумаййӑн. Чӑваш Енре кӑларакан "Чеби" оборудование ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсене ӑсатаҫҫӗ. 

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров