Хальхи технологисем выльӑх пӑхакансен ӗҫне самай ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, сӗте пӑрусене такси ҫитерсе парать. Ҫак савӑтра, ун калӑпӑшӗ тӗрлӗрен, ӑна хутӑштарса хатӗрлеме, ӑшӑтма, пастеризаци тума пулать. Валеҫсе тухма та меллӗ. Сӗт турттаракан таксипе хальлӗхе республикӑри икӗ хуҫалӑхра усӑ кураҫҫӗ. Туянас кӑмӑллисем тата пур. Куравра компани ҫӗнӗ йышши вентиляторпа та паллаштарчӗ. Вӑл ӗне витисенчи сывлӑша хӑвӑрт уҫӑлтарма май парать. Трицикл ҫине вырнаҫтарнӑ выльӑх апатне шутаракан хатӗр те фермӑра кирлӗ пуласси куҫкӗрет. Ҫакӑ ӗҫлекенсен вӑхӑтне перекетлет, ӗне умӗнчен апат татӑлманни сӑвӑма та ӳстерме пулӑшать. "Милкоф" ял хуҫалӑхӗнче 2014-мӗш ҫултанпа. Ҫак хушӑра вӑл Чӑваш Енри нумай хуҫалӑхпа туслашнӑ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров