Ҫӗнӗлле ӗҫлеме те ҫӑмӑлрах

Хӗрлӗчутайсем те самана таппинчен юлмасӑр аталанса ял пурнӑҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртеҫҫӗ, халӑха ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ, пурӑнма лайӑх майсем туса параҫҫӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак кунсенче асӑннӑ округри предприятисене ҫитсе курчӗ.

Сӗнтӗкҫырми ялӗнчи "Санккино" сыр завочӗ - ҫамрӑк та хастаррӑн аталананакан пӗрлешӳ. 2021-мӗш ҫулта унӑн ертӳҫи Светлана Михопарова Фермер шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Сыр пӗҫерме вӗрентекен курс хыҫҫӑн бизнес-план туса 10 миллион тенкӗпе танлашакан "Перспектива" гранта тивӗҫнӗ. Паян предприятире 50 ытла ҫын тӑрӑшать. Вӗсем Хӗрлӗ Чутайпа пӗрлех, Ҫӗмӗрле, Етӗрне тӑрӑхӗсенчен килсе ҫӳреҫҫӗ. Ӗҫлекенем валли тивӗҫлӗ майсем туса панӑ.

Ҫулран-ҫул ҫӗнӗ оборудовани туянни, ӗҫе хальхи технологисене кӗртсе пыни туса кӑларакан продукци калӑпашне те ӳстерме пулӑшать. Хальхи вӑхӑтра заводра кунне 20 тонна таран сӗт тирпейлеҫҫӗ.

Олег Николаев пӗрлешӳпе паллашнӑ май республикӑра экспортпа ӗҫлекенсен 95 проценчӗ шӑпах пӗчӗк тата вӑтам предприятисем пулнине каларӗ. Светлана Михопарова палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп тӗллев завода ӑнӑҫлӑ ӗҫлеттерни кӑна мар, яла чӗртсе тӑратса специалистсене кунтах ӗҫлесе пурӑнма май туса парасси. Кӑҫал, сӑмахран, компани администраципе пӗрле халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программӑна хутшӑннӑ. Пӗрлехи вӑйпа, патшалӑх пулӑшӑвӗпе культура ҫурчӗн таврашне йӗркене кӗртесшӗн. Республика Пуҫлӑхӗ ҫитсе курнӑ тепӗр хуҫалӑх - регионта тӗрлӗ енлӗ тӗслӗхлӗ шутланакан "Коминтерн". Иртнӗ 5 ҫулта выльӑх шучӗ самай ӳснӗ, сӗт сӑвасси 3 хута яхӑн хӑпарнӑ, аш-какай туса илессипе те кӑтартусем курӑмлӑ.

2026-мӗшӗнче тепӗр вите туса пӗтерсе хута ямалла. Аталану ҫулӗ ҫинче ӗҫӗ ҫителӗклӗ. Туса илекен продукцие чылай сутаҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ вӑй хунине кура ӗҫ укҫи те ӳссе пырать. Альбина Новикова палӑртнӑ тӑрӑх, рабочисем хӑйсем те ертӳҫӗ патне тӗрлӗ сӗнӳпе тухаҫҫӗ. Ҫакӑ та ҫине-ҫине объектсем ҫӗклессине витӗм кӳрет. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме те ҫӑмӑлрах. Малтанласа пӗтӗмпех алӑ вӑйӗпе тунӑ пулсан, халӗ техникӑна шанма пулать. Патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр те йывӑртарах. Пӗрмай стройка ӗҫӗпе аппаланма тӑкаклӑ.

"Коминтерн" предприятире 10 ҫултан сахал мар ӗҫленисене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерет, ҫамрӑк специалистсен ипотека тӳлевӗн пӗр пайне саплаштарать. Ӗҫченсем валли 2021-мӗш ҫултанпа 3 хваттер туяннӑ, тепӗр 2 ҫурт ҫӗкленет.

Алиса Александрова