Агропромышленноҫ комлексне тата ял тӑрӑхӗсене аталантарасси малашне те Правительство тимлӗхӗнче пулӗ

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял хуҫалӑх министрӗпе Андрей Макушевпа ирттернӗ тӗл пулура пӗлтерчӗ. Вӗсем отрасль аталанӑвӗн ҫӗнетнӗ стратегине пӗтӗмлетрӗҫ тата тӗллевсене палӑртрӗҫ. 

Республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсем ӳсӗм ҫулӗпе утнине иртнӗ ҫулхи кӑтартусем ҫирӗплетеҫҫӗ. Хуҫалӑхсем кӗлете тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗр миллион тонна ытла кӗртсе хунӑ. Гектартан илнӗ вӑтам тухӑҫ 36 центнерпа танлашнӑ. Вӑрӑ тума акнӑ куккуруса нихҫанхинчен нумай ҫапса илнӗ - 15 пин тонна. Улма-ҫырла ҫитӗнтересси те вӑй илсе пырать. 

Сӑвӑм та ӳссе пырать. Ӗнерен вӑтамран 8 пин те 400 кило сӗт сунӑ. Ҫӑмарта та иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан ытларах пуҫтарнӑ. Росстат кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, пӗлтӗр Чӑваш Ен Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче пахча-ҫимӗҫ, ҫӗр улми, тыр-пул илессипе малти виҫӗ регион йышне кӗнӗ. Ҫак ҫитӗнӳсене тума агропромышленноҫ комплексне ҫирӗплетсе пыни май парать, палӑртрӗ Андрей Макушев министр. Хуҫалӑхсем цифра технологийӗсемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ, техника паркне ҫӗнетеҫҫӗ. 

Иртнӗ пилӗк ҫулта тракторсемпе комбайнсен хӑвачӗ самай ӳснӗ: 100 гектар акакан лаптӑка тивекен лаша вӑйӗ 111-тен 170-е ҫитнӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем хамӑр республикӑна пахча-ҫимӗҫпе, ҫӗр улмипе, сӗтпе, ҫӑмартапа туллин тивӗҫтереҫҫӗ. Инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе те хуҫалӑхсем тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр 3 миллиард ытла тенкӗлӗх 83, кӑҫал вара 10 миллиард тенкӗлӗх 78 проект ӗҫе кӗртмелле. Регион ертӳҫи Олег Николаев нарӑс уйӑхӗнче бройлер чӗпписене ҫитӗнтермелли 14 ҫӗнӗ корпус тата сӗт-ҫу комплексӗ хута ярассине пӗлтерчӗ. 2030-мӗш ҫул тӗлне хӑмла пахчисен лаптӑкне 2 пин гектара ҫитерес тӗлӗшпе те ҫине тӑрса ӗҫлемелле, терӗ Олег Николаев. 

Специалистсем хатӗрлессине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ачасем халӗ ял хуҫалӑх профессийӗсемпе садикренех паллашма пуҫлаҫҫӗ. Унта агролабораторисем йӗркеленӗ. Шкулсенче вара агроклассем уҫнӑ. 

Олег Николаевпа Андрей Макушев ял тӑрӑхӗсене аталантармалли федераци программине те сӳтсе яврӗҫ. Пӗлтӗр вӑл пулӑшнипе Красноармейскипе Патӑрьел тӑрӑхӗсенче нумай ӗҫ тунӑ. Ҫак программӑпа усӑ курса ялсенче клубсемпе фельдшер пункчӗсене юсаҫҫӗ, ҫул сараҫҫӗ, интернет кӗртеҫҫӗ, ҫурт картишӗсене, парксене хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗ 2026-мӗш ҫулта та пулать. Агропромышленность комплексне 109 енӗпе 3 миллиард тенкӗлӗх тӗрев парӗҫ, тепӗр миллиард тенке ял инфратытӑмне аталантарма пӑхса хӑварнӑ. 

Екатерина Фомина