Сценари тӑрӑх, юр ҫунипе тата япӑх курӑннипе Мӑ-12 федераци ҫулӗ ҫинче авари пулнӑ: ҫӑмӑл машин, автобус тата бензовоз ҫапӑннӑ. Инкек вырӑнне тӳрех ятарлӑ службӑсем васкавлӑ ҫитрӗҫ. Ҫӑлавҫӑсем малтанах ҫӑмӑл машинри икӗ пассажира кӑларма васкарӗҫ. Ҫакна вӗсем яваплӑха туйса пурнӑҫларӗҫ. Пурӗ вара 15 ҫын аманнӑ, иккен.
Суранланнисене пӗрремӗш пулӑшу памалла. Кунта пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ. Вӗренӗве пурӗ 66 специалиста тата 22 техникӑна явӑҫтарнӑ. Вӑл шутран ытларахӑшӗ - Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинчен. Инкеке пула Канаш тата Комсомольски тӑрӑхӗсене кӗрекен ҫул ҫинчи транспорт куҫӑмӗ чарӑнса ларнӑ. Ытти машинсен пӗр вырӑнта 6 сехет ларма тивнӗ. Ҫавна май Республика Пуҫлӑхӗ округ шайӗнчи чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркине ҫирӗплетнӗ. Водительсемпе пассажирсем валли ӑшӑнмалли пункт йӗркеленӗ.
Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм аслӑ ҫул тӑршшӗпе метеотытӑмсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр ӗҫченӗсене ҫанталӑк улшӑнӑвне асӑрхаса тӑма май параҫҫӗ. Видеосӑнав камерисем те лару-тӑрӑва тимлеме пулӑшаҫҫӗ.
Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп Управленийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Струженков палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ тӗллевӗсене туллин пурнӑҫланӑ. Ҫапах та инкеке лекес мар тесен малтанах ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалла, хӗллехи вӑхӑтра уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла.
Диана Иванова, Антонина Капитонова, Святослав Петров