Сасӑлав кунӗсенче суйлав лаптӑкӗсем ирхи 8-тан пуҫласа каҫхи 8 сехетченех ӗҫлерӗҫ. Халӑха килсе ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе вӗсене яланхиллех шкулсемпе культура ҫурчӗсенче, театрсенче йӗркеленӗ.
Республика пуласлӑхӗшӗн хӑйсен сассине паракансем суйлава уява ҫӳренӗ пек килетпӗр теҫҫӗ. Кашниех ырӑ пуласлӑха шанса ҫутӑ ӗмӗтпе хавхаланать.
Обществӑлла сӑнав центрӗ вара суйлав лаптӑкӗсенчи лӑпкӑлӑха асӑрхас тӗлӗшпе 1767 ҫын хатӗрленӗ. Вӗсем сасӑлав иртекен кашни объектрах ӗҫлерӗҫ. Ҫак яваплӑ ӗҫре республикӑри ветерансен пӗрлешӗвӗ те хастарлӑхпа палӑрать.
Шупашкарти 13 суйлав лаптӑкӗнче куҫ курманнисене сасӑлама май паракан ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне ӗлӗкрен ҫирӗпленнӗ ырӑ йӑлапа ватӑсемпе чирлӗ ҫынсене специалистсем килрен ҫӳресе сасӑлаттарчӗҫ. Ҫавна май суйлав лаптӑкӗсенче нимле хӗвӗшӳ те пулмарӗ.
Обществӑлла сӑнав центрӗсенчи IT-специалистсем вара электронлӑ сасӑлава хутшӑнакансен ӗҫне асӑрхаса тӑчӗҫ. Сӑмах май, инҫет мелпе суйлава хутшӑнакансен ҫурри эрнекунхи кӑнтӑрла тӗлнех хӑйсен сассине пама ӗлкӗрнӗ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров