Чӑваш Ен суйлав комиссийӗн председателӗ Геннадий Федоров пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ сасӑлава суйлавҫӑсен 58 тулли те 5 вуннӑмӗш проценчӗ хутшӑннӑ. Чи хастаррисен йышӗнче - Елчӗк, Комсомольски, Патӑрьел тата Красноармейски тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем. Суйлава вӗсенче 96 процент ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑлав мӗнле иртнине пӗр пин те 700 ытла сӑнавҫӑ асӑрхаса тӑнӑ. Нимӗнле пӑтӑрмах та пулман. Депутатсене вара Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Улатӑр, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне тӑрӑхӗсенче суйларӗҫ.
Суйлавҫӑсен тӗрлӗ мелпе сасӑлама май пулчӗ. Паллах, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх участока пырса. Ҫавӑн пекех электронлӑ сасӑлав анлӑ сарӑлса пырать. Ку меслетпе кӑмӑл тунисен 93 тулли те 7 вуннӑмӗш проценчӗ усӑ курнӑ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров