Вӑл шутра Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ҫитрӗ. Центр виҫӗ кунлӑха уҫӑ калаҫу лаптӑкӗ пулса тӑчӗ. Унта тӗрлӗ шайри депутатсем, партисен хастарӗсем, обществӑлла организацисен пайташӗсемпе журналистсем ӗҫлерӗҫ. Ҫакӑнтанах сӑнавҫӑсемпе ҫыхӑну тытрӗҫ. Унсӑр пуҫне Обществӑлла сӑнав штабӗн членӗсем чылай суйлав участокне тӗрӗслевпе ҫитнӗ, пур ҫӗрте те ӗҫе тивӗҫлӗ йӗркеленине палӑртрӗҫ. Чӑваш Ен ертӳҫи республикӑра пурӑнакансене хастарлахшӑн тав турӗ.
Чӑнах та, 2020-мӗш ҫулти суйлавпа танлаштарсан, ку хутӗнче республикӑра пурӑнакансем сасӑлава хастартарах хутшӑннӑ. Ҫакӑ Чӑваш Енри ҫынсене регион малашлӑхӗ хумхантарнине ҫирӗплетет. Суйлав вӑхӑтӗнче Обществӑлла сӑнав центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ытти кандидатсемпе политика партийӗсен ертӳҫисем те паллашрӗҫ.
Леонид Петров, Андрей Шоклев