Шупашкарта "Единая Россия" партин регионти политика канашӗн ларӑвӗ иртрӗ

Пухӑннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пулма Олег Николаевӑн кандидатурине пӗр саслӑн пулса ырларӗҫ. Анлӑ ларура ҫавӑн пекех республикӑн аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ.

Пухӑва министрсемпе депутатсем, партин вырӑнти уйрӑмӗсен секретарӗсем, муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Ларӑва Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ, "Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Леонид Черкесов уҫрӗ. Олег Николаев кандидатурине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пулма ырласси тӗп ыйту пулчӗ. Тухса калаҫакансем Олег Алексеевич 5 ҫул республика тилхепине тытса пынӑ тапхӑрта регион аталаннине, тӗрлӗ тытӑмра пысӑк ҫитенӳсем тунине палӑртрӗҫ. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та Олег Николаев Пуҫлӑхра иккӗмӗш срок ӗҫлессине ырланӑ. 

Сӑмах май, иртнӗ 5 ҫулта ял тӑрӑхӗсене аталантарма 34 миллиард тенкӗ хывнӑ, ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн 6 пине яхӑн проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Хысна та икӗ хут ӳснӗ. Ҫакӑнта паллах, "Единая Россия" партин программисем ӗҫленин тата Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӑрӑшнин тӳпи пысӑк. 

Ырӑ улшӑнусем кашни хулапа округрах пур: ҫӗнӗ цехсем хута каяҫҫӗ, фельдшер пункчӗсемпе культура ҫурчӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Ҫакна ларӑва хутшӑннисем те палӑртрӗҫ. 

Ҫавӑн пекех халӗ Олег Николаевшӑн алӑ пустарма пуҫланӑ. Шупашкарта кӑна мар, округсенче те халӑх хастар. Олег Николаев хӑйӗн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑшӑн пурне те тав турӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫлесен кӑна курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тӑвассине палӑртрӗ. 

Диана Иванова, Виктор Степанов