Суйлавҫӑсен тӗрлӗ мелпе сасӑлама май пулчӗ. Регион ертӳҫи Олег Николаев, сӑмахран, инҫет сасӑлав йӗркипе усӑ курчӗ. Ҫакӑ уншӑн меллӗ те хӑвӑрт пулнине палӑртрӗ. Ҫапах та пуҫлӑхсен ытларах пайӗ малтанхи пекех - участоксене ҫитсе сасӑлама кӑмӑл турӗ.
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева вара Коопераци институтӗнче йӗркеленӗ участока ҫитрӗ. Халӗ шухӑш-кӑмӑла пӗлтерме чӑнах та ҫӑмӑл пулнине, хӑйӗн ҫемйинче те тӗрлӗ майпа сасӑланине палӑртрӗ вӑл. Ку лаптӑкра пурӗ 2 пине яхӑн суйлавҫӑна шута илнӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне сасӑламалли бюллетеньре - 4 кандидат. Депутатсене вара Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Улатӑр, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне тӑрӑхӗсенче суйларӗҫ. Республикӑра пурӗ сасӑлава 198 пин те 706 ҫын электронлӑ майпа хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Оксана Верликова, Лидия Галактионова, Игорь Ульянов, Виктор Степанов