Элӗк тӑрӑхӗнче социаллӑ пурнӑҫ тытӑмӗнче иртнӗ 5 ҫулта пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ

"Единая Россия" партин "Есть результат" халӑх программипе ҫӗршывра пурӑнакансенчен сӗнӳсем малалла йышӑнаҫҫӗ. Паянхи куна ятарлӑ сайтра 85 пин ыйту шута илнӗ. Вӗсенчен пинӗшӗ ытла - Чӑваш Енрен.

Республикӑра парти проекчӗпе 10-шар ҫӗнӗ шкулпа ача сачӗ, спорт учрежденисемпе больницӑсене, ҫулсене тӗпрен юсанӑ. Вӑл шутра Элӗк тӑрӑхӗнче мӗнле улшӑнусем пулса иртнӗ? Ку ыйтупа Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева вырӑна ҫитсе кӑсӑкланчӗ.

"Ҫӑлкуҫ" ача сачӗ уҫӑласса ашшӗ-амӑшӗ чылайранпах кӗтнӗ. Вӗсен ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланнӑ. 240 вырӑнлӑ сатикре музыка залӗ, хӑтлӑ пӳлӗмсем, столовӑй тата бассейн пур. 5 ҫулта вӗренӳ тытӑмне кӑна 373 миллион тенкӗ хывнӑ. Ҫапла округри ытти учрежденисем те палӑрмалла улшӑннӑ. Ялсенче пӗлӳ илмелли майсем хуларинчен кая мар пулмалла. Ҫак тӗллеве тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ республикӑра. Ҫавӑнпа шкулсем шалтан та, тултан та хӑтлӑланаҫҫӗ. Планра вара Мӑн Вылӑ, Ураскилт, Чӑваш Сурӑм шкулӗсене тӗпрен юсасси. Иртнӗ 5 ҫулта ҫавӑн пекех 3 фельдшерпа акушер пункчӗ, Ураскилтре тухтӑр амбулаторийӗ хута янӑ. Пӗлтӗр район больницин поликлиникине тӗпрен юсанӑ. Культура тытӑмӗнче те ҫитӗнӳсем пур: тӗслӗхлӗ библиотека уҫӑлнӑ, ача-пӑча ӳнер шкулне ҫӗнетнӗ, 3 клуба тӗпрен юсанӑ.

"Единая Россия" партин халӑх программипе 5 ҫулта пӗтӗмӗшле 285 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак пысӑк кӑтарту - ушкӑнпа тунӑ ӗҫ. 2030-мӗш ҫулччен вара Мӑн Вылӑра культура ҫурчӗ тумалла, Юнтапара тата Чӑваш Сурӑмра тухтӑр амбулаторийӗсем хута ямалла. Ҫавӑн пекех Тавӑт ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктне юсамалла.

Диана Сафонова, Виктория Логунова, Виктор Степанов