Тин кӑна республикӑн суйлав комиссийӗнче брифинг вӗҫленчӗ. Унта сасӑлавӑн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ.
Комисси председателӗ Геннадий Федоров пӗлтернӗ тӑрӑх, сасӑлава республикӑри суйлавҫӑсен 58,5 проценчӗ хутшӑннӑ. Уйрӑмах хастарлӑхпа Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски тата Красноармейски тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем палӑрнӑ - 96 ытла процент суйлав правипе усӑ курнӑ.
Кандидатсене илес пулсан, хӑйтӗллӗн суйлава хутшӑннӑ Олег Николаев 67,06 процент сасӑ пухнӑ. Ыттисем тӗрлӗ парти хастарӗсем. Константин Степановӑн 14,23, Максим Морозовӑн 8,37, Владимир Ильинӑн 5,56 тата Владимир Савиновӑн 3,15 процент.
Владимир Тимофеев, Вадим Владимиров