Авӑн уйӑхӗнче пулакан сасӑлав тӗрӗслӗхӗпе уҫӑмлӑхне асӑрхаса тӑрӗҫ

Республикӑра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен депутачӗсен суйлавӗсем валли обществӑлла сӑнавҫӑсене хатӗрлес ӗҫ вӗҫленсе пырать. Икӗ эрне яхӑн пынӑ вӗренӗве пин ытла ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсем авӑн уйӑхӗнче пулакан сасӑлав тӗрӗслӗхӗпе уҫӑмлӑхне асӑрхаса тӑрӗҫ.

Вӗренӗве Чӑваш Республикин Обществӑлла палати йӗркеленӗ. Пурӗ 1200-ре яхӑн сӑнавҫӑ хатӗрлеҫҫӗ. Сасӑлав мӗнле пырать? Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулсан мӗн тумалла? Семинарта ҫак ыйтусене уҫӑмлатаҫҫӗ. 

Чӑваш Республикипе 921 суйлав участокӗ пулать. Кашнинче сӑнавҫӑсем ӗҫлӗҫ. Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗнче иртнӗ вӗренӗве 150 ҫын хутшӑнчӗ. Ҫакнашкал семинарсем округсенче те йӗркелеҫҫӗ. Вӗренӳ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн кашни сӑнавҫӑ хӑй пӗлӗвне тест ыйтӑвӗсене хуравласа ҫирӗплетет. Малашне ӗҫре усӑ курмалли методика материалӗсене те тивӗҫет.

Диана Иванова, Игорь Ульянов