Регионти Парламента 44 депутата суйламалла. 22-шне парти списокӗпе, тепӗр 22-шне пӗр мандатлӑ округсемпе. ЧР суйлав комиссийӗн председателӗн ҫумӗ Игорь Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне пурӗ 6 парти хутшӑнать, вӗсем хӑйсен кандидачӗсене тӑратнӑ.








