«Юр десанчӗ» пулӑшрӗ

Пӗр шелсӗр юр ҫунипе чылай тӑрӑхра хӗл парнине тасатса та ӗлкӗреймеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та коммунальщиксене ахаль ҫынсем пулӑшма васкаҫҫӗ. Хуласенче ҫеҫ мар, ялсенче те ӗҫ вӗрет.

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче пурӑнакансем те ырӑ пуҫарӑва хутшӑнса обществӑлла вырӑнсенче юр тасатас ӗҫе хутшӑнчӗҫ. Культура тытӑмӗнче тӑрӑшакансемпе ял ҫамрӑкӗсем "Юр десанчӗ" йӗркелесе клуб умӗнчи лаптӑкпа коккей лапамне тирпейлерӗҫ. Акцие йӗркелекенсем ҫак ырӑ ӗҫ ҫамрӑксемпе ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван яла ытларах юратма, кашни ҫынна хакласа, хисеплесе пурӑнма вӗрентнине палӑртрӗҫ. 

Алексей Енейкин