Юлашки сывлӑшӗ тухичченех суйланӑ ҫултан пӑрӑнман

Театрпа кино актёрӗ, режиссёр, сӑвӑҫ, тӗпчевҫӗ: Иосиф Дмитриев (Трер) Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Казахстан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пурӑннӑ пулсан 78 тултаратчӗ. Вӑл Довженко ячӗллӗ киностудин илемлӗ фильмӗнче Ҫеҫпӗл рольне вылянӑранпа 55 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа наци библиотекинче "Вӑхӑт. Кино. Пурӑнӑҫ" ятлӑ асилӳ каҫӗ иртрӗ.

91 минут пыракан "Сеспель" илемлӗ фильма Владимир Савельев совет режиссёрӗ 1970-мӗш ҫулта тӗрлӗ вырӑнта ӳкернӗ. 33-ри ҫамрӑка Юрий Збанацкин пирӗн кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ романӗ хавхалантарнӑ. Тӗп сӑнарта выляс Иосиф Дмитриева вӑл ҫав вӑхӑтра Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнче вӗренекен чӑваш студенчӗсем хушшинче шыраса тупнӑ. Фильмра ҫавӑн пекех Иосифпа пӗрле вӗренекен Владимир Бурмистров чӑваш студенчӗ те вылянӑ. 

Унта Чӑваш автономине йӗркелекенсем сӑнарланнӑ. Тӗлпулу каҫне йӗркелекенсем юрӑ-ташӑра, ытти массӑллӑ самантсенче ӳкерӗннӗ ҫынсемпе те ҫыхӑну тытаҫҫӗ.

Ленинградран актёр дипломне илсе таврӑнсан Иосиф Дмитриев Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ, ГИТИСра режиссёра вӗреннӗ хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрӗнче спектакльсем лартнӑ, музыка училищинче пулас актёрсене пӗлӳ панӑ, ун хыҫҫӑн гуманитари институтӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулнӑ. Чӑвашсен авалхи тӗнне тарӑн пӗлсе мала хуракана 90-мӗш ҫулсенче Чӑваш телевиденипе радио эфирне тӑтӑшах чӗнсе тӑнӑ.

Тӗлпулура Сергей Щербаков историк, сценарист Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗнчи фильмра сӑнарланнӑ тапхӑр ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл хӑй те "Чӑвашкино" пуҫарнӑ ӗҫе явӑҫса, поэта халалласа "Хӗрлӗ тинӗсре" картина ӳкерме хутшӑннӑччӗ. Ун чухне Олег Цыпленков ертсе пыракан ушкӑн 100 ытла документлӑ фильм ӳкернӗ-мӗн.

Ҫамрӑклах Ҫеҫпӗл сӑнарне ӑша илнӗ Иосиф юлашки сывлӑшӗ тухичченех суйланӑ ҫултан пӑрӑнман. Пӗр тапхӑр Астанари вырӑс драма театрӗн тӗп режиссёрӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн вӑл каллех Ҫамрӑксен театрне таврӑнчӗ. 

 

Марина Карягина, Олег Цыпленков