Ырӑ улшӑнусене хулари пиншер ҫын туйса илӗ

Кӑҫал Шупашкарта ятарлӑ программӑпа 26 картише хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Ырӑ улшӑнусене 36 ҫуртра пурӑнакансем туйса илӗҫ. Ҫак кунсенче Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 77-мӗш ҫурт картишне юсама тытӑнмалла.

Кӑҫал ку районти 2 картише юсама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Халӗ Шупашкарти чи пысӑк та вӑрӑм ҫуртсенчен пӗрин территорине хӑтлӑлатма тытӑнмалла. Кунти 20 подъездра 640 ытла ҫын пурӑнать. Ӗҫе подряд организацийӗ ҫак кунсенче пикенме палӑртать. 

Пурӗ кӑҫал республика тӗп хулинчи ҫурт картишӗсенчи 26 пин тӑваткал метр ҫул тата 10 пин тӑваткал метр тротуар ҫӗнелӗ. Ҫакӑ шупашкарсен пурнӑҫне тата меллӗрех тума пулӑшӗ. 

Ҫавӑн пекех ача-пӑча вылямалли тата спорт лапамӗсене ҫутӑпа тивӗҫтерес ӗҫсем те малалла пыраҫҫӗ. Пурӗ кӑҫал хулари 47 ҫурт картишӗ ҫутӑрах пулӗ. Ҫакӑн валли 169 юпапа 300-е яхӑн хунар вырнаҫтармалла. Ӗҫе тума 17 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Кӗҫех Гастелло урамӗнчи 17-мӗшпе 23-мӗш ҫуртсен картишӗнче хушма ҫутӑ кӗртме тытӑнмалла. 

Ҫутӑпа тивӗҫтерес ӗҫе те юпа уйӑхӗн варриччен вӗҫлемелле. 

Оксана Верликова, Игорь Ульянов