Йӗпреҫ тӑрӑхӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсемпе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Игорь Семенов паллаштарчӗ. Пӗлтӗр 8 пине яхӑн тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута янӑ, виҫӗ нумай хваттерлӗ ҫурт тӗпрен юсанӑ. Кӑҫал 5 пӳрт ҫӗнӗтме палӑртнӑ. Ҫапла 32 ҫемьен пурӑнмалли майӗсене лайӑхлатаҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗнчи кӑтартусем те пӗлтерӗшлӗ. Ирҫе Ҫармӑс ялӗнче пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ хута кайнӑ, Йӗпреҫри стационара тӗпрен юсанӑ.
"Земство тухтӑрӗ" программӑпа икӗ специалист ӗҫе вырнаҫнӑ. Округра пӗлтӗр халӑх пуҫарӑвӗн программипе 70 проект пурнӑҫа кӗртнӗ: ҫулсене, ача-пӑча лаптӑкӗсене юсанӑ. Кӑҫал вара "Ниме-халӑх бюджечӗ" программӑпа 101 проектпа ӗҫлеме палӑртнӑ. Вӗсенчен ҫуррийӗ ҫулсем юсассипе тата сарассипе ҫыхӑннӑ. Ыттисем - социаллӑ пурнӑҫпа культура тытӑмӗнчи, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри объектсем, спорт тата ача-пӑча лаптӑкӗсем. Пӗтӗмӗшле 105 миллион тенке яхӑн тӑккалаҫҫӗ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программипе килӗшӳллӗн, округра 12 мегапроект, 8 инвестици тата 32 инфратытӑм проекчӗ пурнӑҫа кӗртмелле. Кӑҫал 3-шне хута ямалла. Ҫавӑн пекех Кӗлӗмкассинче 10 миллион тенкӗлӗх моделлӗ библиотека тума палӑртаҫҫӗ.
Регион ертӳҫи Кӗлӗмкассинчи вӑтам шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе та паллашрӗ. Юлашки ҫулсенче ӑна темиҫе тапхӑрпа ҫӗнетнӗ, 144 миллион тенке яхӑн тӑккаланӑ. Кӑҫал вара шкул таврашне тирпей-илем кӗртме палӑртаҫҫӗ, котельнӑйне юсаҫҫӗ.
Олег Николаев ҫавӑн пекех "Эльбрус" пӗрлешӳре пулчӗ. Кунта асфальт хатӗрлемелли куҫса ҫӳрекен установка тӑваҫҫӗ. Вӑл малашне Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи ҫул-йӗр тытӑмне пӑхса тӑма пулӑшӗ. Инвестици калӑпӑшӗ - 48 миллион тенкӗ. Объекта ака уйӑхӗнче хута яма палӑртаҫҫӗ.
Диана Сафонова, Николай Скворцов