Волгоград облаҫӗнче "Ҫемье зарници" ӑмӑртун ҫӗршыв шайӗнчи тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Пурӗ тупӑшу 84 регионти 400 яхӑн ҫынна пӗрлештернӗ. Чӑваш Ен чысне республикӑра мала тухнӑ Ҫӗрпӳри Семеновсен туслӑ йышӗ хӳтӗленӗ. Вӗсене ӑмӑрту тӑршшӗпе ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ Андрей Андреев хавхалантарса тата пулӑшса тӑнӑ. Андрей Валерьевич хӑй профессионал-спортсмен. Вӑл ухӑран перес енӗпе спорт мастерӗ. Тупӑшу программи ҫав тери кӑсӑклӑ пулнине, ҫакӑ ҫемьесене тата ытларах пӗрлештернине палӑртрӗ. Ҫак уйӑхӑн 29-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 4-мӗшччен вара Мускавра ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем хушшинче "Абилимпикс" чемпионатӑн финалӗ иртет. Ӑна Раҫҫей президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш Ен чысне республикӑри конкурсра мала тухнӑ Алексей Башмаков хӳтӗлеме хатӗрленет.
Пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсене ӗҫлеттерекенсен ӑсталӑх конкурсне пуҫласа йӗркеленӗ. Ҫавӑнпа яваплӑх уйрӑмах пысӑк. Чемпионата хутшӑнакансене вӗренӳ заведенийӗсем тӗрев параҫҫӗ. Алексей Башмакова ку енӗпе Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнчи вӗрентекенсем хатӗрленме пулӑшаҫҫӗ.
Самар хулинче вара нумай пулмасть "Профессире чи лайӑххи" конкурсӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ иртнӗ. Тупӑшӑва ятарлӑ ҫар операцийӗн 61 ветеранӗ хутшӑннӑ. Пирӗн республика чысне Александр Поляков хӳтӗленӗ. Хальхи вӑхӑтра Александр Шупашкарти заводсенчен пӗринче сварщикре вӑй хурать. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах вӑл фронта тухса кайнӑ. Артиллерист-снайпер пулса хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Фронтран таврӑнсан мирлӗ пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупма пултарнӑ. Ӑмӑрту теори тата практика пайӗнчен тӑнӑ. Унсӑр пуҫне ӑсталӑх урокӗсем, ӗҫлӗ программа тата Самарти предприятисем тӑрӑх экскурси йӗркеленӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов








