Паттӑрсен амӑшӗсемшӗн ку - сӑн ӳкерӗнесси кӑна мар, вӗсен ывӑлӗсем ялан асра пулнине пӗлтересси. Людмила Владимирова чӗринче те нихҫан тӳрленми суран. Ҫапӑҫу хирӗнче вӑл малтан мӑшӑрне, унтан ывӑлне ҫухатнӑ. Мӑшӑрӗ - Станислав Владимиров ӗмӗрӗпех Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫӗршыва сыхласси пирӗн тивӗҫ, тенӗ вӑл. Ывӑлӗ те Руслан Владимиров ашшӗ пекех паттӑр пулнӑ. Ку проекта хутшӑнакансем ыттисемпе тӗл пулса чуна уҫса калаҫма, кӑштах та пулин ыратӑва лӑплантарма май туса панӑшӑн тав тӑваҫҫӗ йӗркелӳҫӗсене.
Кашни амӑшӗ салтак тумне тӑхӑнса, тӑванӗсен портречӗсене ыталаса асӑнмалӑх сӑн ӳкеренчӗ. Амӑшсен куҫӗсенче пӗр вӑхӑтрах мӑнаҫлӑх та, хуйхӑ та.
Фотопроект республикӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчи амӑшсене пӗр ҫемьене тенӗ пек чӑмӑртарӗ. Вӗсем хӑйсен ывӑлӗсем пирки пӗр-пӗрне каласа кӑтартаҫҫӗ, кулленхи ыйтусене та пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ.
Олеся Яковлеван нумай пулмасть "Салтак амӑш" чуна пырса тивекен юрӑ тухнӑ. Ҫак хайлав валли тӑвакан видеороликре те паттӑрсен амӑшӗсем тӗп вырӑнта пулӗҫ. Олеся Яковлева юратнӑ ҫынсене ҫухатма мӗн тери йывӑр пулнине хӑй те пӗлет. Унӑн шӑллӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ.
Диана Сафонова, Святослав Петров