Ҫав хушӑрах вӑрҫӑ хирӗнче аманса госпитальте сипленекенсене те пулӑшу кирлӗ. Республикӑри салтак ҫемйисен комитечӗ фронтри ентешсемпе тачӑ ҫыхӑнура. Вӗсем ыйтнипех "Пулӑшу кутамккисем" акци пуҫарнӑ.
Сӗнтӗрвӑррисем те хамӑрӑннисен фронтри кун-ҫулне ҫӑмӑллатас тесе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Аслӑ ӑрурисем кулленех халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрта пухӑнаҫҫӗ. Кунта вӗсем валли тӗрлӗ кружок ӗҫлет. Хӑшӗ тӗрлеме ӑста, кам ҫыхма кӑмӑллать - кашниех хӑйӗн чун киленеҫӗпе аппаланма пултарать.
Фронтри арҫынсем Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи кӗмӗл чунлӑ волонтерсене аялти кӗпе-йӗм кирлине пӗлтернӗ. Камӑн ывӑлӗ, хӑшӗн мӑшӑрӗ, ытти тӑванӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнчи тивӗҫне пурнӑҫланать. "Ютти ҫук, пурте хамӑрӑн, ҫавӑнпа вӗсене кӑштах та пулин ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр", - теҫҫӗ хӗрарӑмсем.
"Пулӑшу кутамкки" акцие те сӗнтӗрвӑррисем хастар хутшӑннӑ. Ушкӑнри пӗр хӗрарӑмӑн килӗнче совет тапхӑрӗнченех ҫирӗп те паха пусма упраннӑ. Шӑпах ҫарти салтаксен тумӗпе пӗр тӗсли. Материал 25 кутамкка ҫӗлемелӗх ҫитнӗ. Пурӗ вара 50 таранах хатӗрлесе тӗрлӗ япалапа тултарнӑ. Госпитальсенчен пӗлтернине шута илсе ытти уйрӑмах кирлӗ хатӗрсем хураҫҫӗ. Акци пӗр-пӗр тӑрӑхра пурӑнакансене кӑна мар, пӗтӗм республикӑна пӗр чӑмӑра пухнӑ теме пулать. Кутамккасене, сӑмахран, ытларах етӗрнесем, ҫӗмӗрлесем ҫӗлесе мӗн-пур округа валеҫсе панӑ.
Госпитальте сипленсе вӑй пухакансене, вӑрҫӑ хирӗнчен илсе тухнӑ паттӑрсене кирлӗ япаласем пухас ӗҫе паянхи куна республикӑри муниципалитетсен 90 проценчӗ хутшӑннӑ. Пуҫарӑва хӑйсен тӳпине хывас текенсене салтак ҫемйисен комитечӗ яланах хавас.
Алиса Александрова, Вероника Павлова, Игорь Ульянов, Вадим Владимиров