Выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен професси сумне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ

"Кадрсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Патӑрьел тӑрӑхӗнче зоотехниксемпе ӗне сӑвакансен республикӑри ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ. Выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансене "Исток" хуҫалӑхра тараватлӑн йышӑнчӗҫ. 

Профессире чи лайӑххисене палӑртакан тупӑшу ахаль ӑмӑрту мар. Вӑл ял хуҫалӑхӗнче вӑй хуракан опытлӑ тата пултаруллӑ специалистсене палӑртма пулӑшать. Патӑрьел тӑрӑхне муниципалитетсенче иртнӗ ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫисем пухӑнчӗҫ. Вӗсене сумлӑ хӑнасемпе уява йӗркелекенсем саламларӗҫ. Ӗне сӑвакан операторсен тупӑшӑвне хутшӑнакансенчен чылайӑшӗ ку конкурсра пӗрремӗш хут мар. Светлана Губина Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи "Приволье" хуҫалӑхра 13 ҫул тӑрӑшать. Алсем хӑнӑхнӑран ӗне сумалли аппарата салатса пуҫтарасси уншӑн нимӗн те мар. Оксана Федорова Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн чысне хӳтӗлет. Вӑл "Коминтерн" хуҫалӑхра вӑй хурать. 27 ҫул ӗҫлесе пысӑк опыт пухнӑ, паллах. Ҫапах та хумханнине пытармарӗ. 

Ӑсталӑх конкурсне хутшӑнакансем "Исток" хуҫалӑхӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе, кунта усӑ куракан технологисемпе те паллашрӗҫ. 

Ӗне сӑвакан операторсен конкурсӗ 41-мӗш хут иртрӗ пулсан, чи пултаруллӑ зоотехниксене вара пӗрремӗш хут палӑртрӗҫ. Специалистсем ӑсталӑхне теори тата практика тапхӑрӗсенче ҫирӗплетрӗҫ. Конкурсантсем мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн ӑратлӑхне палӑртрӗҫ, выльӑх апатне анализ турӗҫ, фермӑри микроклимата хак пачӗҫ, сӗт-ҫу продукцине пахаларӗҫ. Хӑнӑхтарусене ятарласа зоотехнологи стандарчӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. 

Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх ӗне сӑвакансем хушшинче Тӑвай тӑрӑхӗнчи "Аккон-Агро" хуҫалӑхри Екатерина Георгиева пӗрремӗш пулчӗ. Вӑл ҫакӑнпа пӗрлех Владимир облаҫӗнче пулакан Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнма ирӗк ҫӗнсе илчӗ. Арҫынсенчен "Рассвет" хуҫалӑхра тӑрӑшакан Петр Зверев мала тухрӗ. "Исток" хуҫалӑхри Ираида Богданова вара ветерансем хушшинче чи матурри пулчӗ. Зоотехниксен ушкӑнӗнче Элӗк тӑрӑхӗнчи "Новый путь" хуҫалӑхри Регина Долгова ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫрӗ. Шӑпах вӑл Чӑваш Ен чысне Ленинград облаҫӗнче иртекен Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗ. 

Леонид Петров, Игорь Ульянов