Уяв йӑлана кӗнӗ йӗркепе ялав йӑтса кӗнипе уҫӑлчӗ. Унтан шалти ӗҫсен министерствин ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫитӗнӗвӗ ҫинчен хатӗрленӗ фильм кӑтартрӗҫ. Йӗрке хуралӗнче вӑй хуракансен тӗп тӗллевӗ - преступленисен шутне чакарасси, ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси.
Олег Николаев пухӑннисене саламланӑ май, вӗсен ӗҫӗнчен республикӑри тӑнӑҫлӑх тата регионӑн пӗтӗмӗшле аталанӑвӗ килнине палӑртрӗ. Полицире тӑрӑшакансемпе вӗсен ҫемйисене социаллӑ пулӑшу кӳрес енӗпе тимлеҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе кӑҫал муниципалитет шайӗнчи ҫурт-йӗр фондне йӗркелессине ҫӗнӗрен пуҫӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн ялта ӗҫлесе пурӑнакан йӗрке хуралҫисене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ. Нумай пулмасть ку программӑпа килӗшӳллӗн Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи полици участковӑйне икӗ пӳлӗмлӗ хваттер панӑ. Уявра ӗҫре палӑрнисене тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. "Шалти ӗҫсен министерствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята виҫӗ ҫын тивӗҫрӗ. Вӗсен йышӑнче Наталия Чапурина полици подполковникӗ те пулчӗ. Вӑл ку тытӑмра 30 ҫул вӑй хурать, ҫул ҫитмен ачасемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе ӗҫлет. Пухӑннисем служба вӑхӑтӗнче пурнӑҫран уйрӑлнисене пӗр минут шӑп тӑрса асӑнчӗҫ, вӗсен ячӗпе юрӑ шӑранчӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров