Йӑлӑмри Сосновкӑра пурӑнакан Муллахази Закиров кӑҫал 101 ҫул тултарчӗ. Тутарстанра ҫуралса ӳснӗскер Чӑваш Енре пурӑнма пуҫлани кӗҫех 80 ҫул пулать. Кунта вӑл ҫемье ҫавӑрса мӑшӑрӗпе пӗрле 3 ача ӳстернӗ. Мӑнукӗсене ура ҫине тӑма пулӑшнӑ. Хисеплӗ ветерана "Ҫамрӑк гварди" хастарӗсем те манмаҫҫӗ. Кашни уявпах саламлама килеҫҫӗ. Унӑн фронтри паттӑрлӑхӗпе ытти ҫамрӑксене паллаштараҫҫӗ. Муллахази Закирович вӑрҫа 1943-мӗш ҫулта тухса кайнӑ. Кӗҫех салтак Курск ҫывӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫусене лекнӗ. 43-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗнче унта майсӑр хӑрушӑ пулнӑ.
Пӗр ҫапӑҫура Муллахази те вилесле йывӑр аманнӑ. Тӑна кӗрсен вӑл ура ҫине тӑма хӑтланнӑ, анчах та май килмен. Салтак уринчен ҫеҫ мар, ҫурӑмран та суранланнӑ пулнӑ. Ҫывӑхра ҫурӑлса сирпӗннӗ снаряд ванчӑкӗсем унӑн ҫан-ҫурӑмӗ ҫинче ӗмӗрлӗх тарӑн йӗр хӑварнӑ. Вӑл хӑрушӑ кун ҫумӗнчен иртекен санитарсем те ӑна пӗрех вилет тесе ҫапӑҫу хирӗнчех хӑварасшӑн пулнӑ. Ҫавах та, телейӗ ун енчех пулнӑ. Тутар каччине Калугӑна илсе кайса операци тунӑ. Унтан вӑл чылайччен госпитальте сипленнӗ. Килне чӗрӗ таврӑнса ҫак ҫула ҫитме пултарни пысӑк телей пулнине калать вӑл.
Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Цыганов та яланах "Ҫамрӑк Гварди" тимлӗхӗнче. Хальхинче ӑна ҫӗнӗ ҫулпа саламлама Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Владимир Доброхотов та ҫитрӗ. Анатолий Иванович кӑҫал 98 ҫул тултарчӗ. Салтака вӑл 1944-мӗш ҫулта кайнӑ. Артиллерист пулса Мускавра хӗсметре тӑнӑ. Ҫавӑн пекех ветеран 45-мӗш ҫулта 2-мӗш Шанхай ҫапӑҫӑвне хутшӑнса яппунсене хирӗҫ тӑнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл ательере ӗҫленӗ, костюмсемпе кӗрӗксем ҫӗленӗ. Халӗ хисеплӗ ватӑ патшалӑх тӗревне тата ватлӑх канлӗхне туйса пурӑнать.
Алексей Енейкин