Вӗсем пӗҫерекен тортсемпе пирожнӑйсене республика ҫыннисем тахҫанах килӗштернӗ. "Планета" кондитерски 1992-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Кунти ӑстасен 30 проценчӗ "Раҫҫей Федерацийӗн маҫтӑр-кондитерӗ" сумлӑ ята тивӗҫ пулнӑ. Ҫакнашкал ҫитӗнӳ Чӑваш Енри предприятисен урӑх никамӑн та ҫук.
Татьяна Семёнова 18 ҫул кондитерта тӑрӑшать. "Хамӑн ӗҫ мана питӗ килӗшет, ача чухнех тӗрлӗ пылак ҫимӗҫ хатӗрлеме кӑмӑллаттӑм", - тет вӑл. Ӑна «Чӑваш Республикин маҫтӑр-кондитерӗ" ят парса хисеп турӗҫ. Унӑн ӗҫтешӗ Елена Ильина та ҫак чыса тивӗҫрӗ. Кондитерскине вӑл 2007-мӗш ҫулта ӗҫе вырнаҫнӑ.
"Планетӑра" ӗҫлекен 10 ҫын "Чӑваш Енӗн маҫтӑр-кондитерӗ" ята тивӗҫнӗ. Тӗрлӗ шайри ӑсталӑх конкурсӗсенче тунӑ ҫӗнтерӳ те сахал мар. Раҫҫейри професси чемпионачӗсенче 19, ҫывӑхри ҫӗршывсен 5, Европа тата тӗнче ӑмӑртӑвӗсенче 9 награда илнӗ. Кондитерсен туслӑ йышӗ ҫакӑнпа хавхаланса малалла та ҫитӗнӳ ҫулӗпе утас тӗллевлӗ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров