Вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма шантарчӗ

Ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксен шӑпи, вӗсен ҫемйисене пулӑшу кӳресси, паха шыв тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр. Ҫак тата ытти ыйтусемпе Патшалӑх Думин Депутачӗ Алла Салаева граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. 

"Единая Россия" партин йышӑну пӳлӗмӗнче йӗркеленӗ ӗҫ-пуҫ ик сехете яхӑн пычӗ. Патшалӑх Думин депутачӗ патне килнисен ыйтӑвӗсем ытларах ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксемпе ҫыхӑннӑ. Светлана Краснован мӑшӑрӗ 2023-мӗш ҫулта контракт ҫырса хӑй ирӗкӗпе Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса кайнӑ. Афганистан вӑрҫинче пулнӑскер хӑйне штурмовиксен бригадине яма ыйтнӑ. Темиҫе уйӑхранах ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. 

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Эскетен ялӗнче пурӑнакансем 2023-мӗш ҫулта халӑх пуҫарӑвӗн программипе усӑ курса шыв кӗрттернӗ. Анчах та савӑнӑҫ нумая пыман. Башньӑри шыв ӗҫме юрӑхсӑр пулнипе нушаланаҫҫӗ вӗсем. Ялти хастарсем экспертиза тутарнӑ, суд та вӗсем майлӑ пулнӑ. Халӗ те ырӑ енне улшӑну ҫук. Алла Салаева вырӑнти пуҫлӑхсене ку ыйтӑва мӗнле татса парассине ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтерме хушрӗ. Йышӑнӑва килнисене ыттисене те депутат мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма шантарчӗ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов