Хальччен вӑрнарсем ятарлӑ ҫар операцине пурӗ 3 пин ытла хӳтӗлев карри, 6 пин ытла окоп ҫурти тата 39 машин ӑсатнӑ. Пурте ентешӗсем ҫӗнтерӳпе чӗрӗ-сывӑ таврӑнасса шанаҫҫӗ. Уравӑшри Культура ҫуртне волонтёрсем кашни кун ӗҫе ҫӳренӗ пек ҫӳреҫҫӗ, ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Материалсене вырӑнти тата юнашар ялсенчи хастарсен вӑйӗпе тата пуҫаруллӑ ҫынсем пулӑшнипе туянаҫҫӗ. Кашниех вӑй ҫитнӗ таран хӑй тӳпине хывма тӑрӑшать.
Салтаксене пулӑшу кӳрес ӗҫе Ҫӗрпел территори уйрӑмӗнчи волонтёрсен ушкӑнӗ округра пуринчен малтан пуҫӑннӑ. Хӳтӗлев каррисем ҫыхассине тата окоп ҫуртисем ӑсталассине йӗркелесе янӑ вӗсем. Халӗ ыттисене те ӗҫлеме вӗрентсе пыраҫҫӗ.
Алла Салаева депутат пуҫаруллӑ та хастар волонтерсене тав хучӗсем парса хавхалантарчӗ. Вӗсем туса пыракан ӗҫ пархатарлӑ та ҫӗршывшӑн кирлӗ пулнине палӑртрӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов








